Чей тутине лайăхлатма тата унăн уссине пысăклатма мĕн хушмалла-ха?
Гвоздика пуç ыратнине, ывăннине ирттерет, нервăсене лăплантарать, шухăшсене йĕркене кĕртме пулăшать.
Чапăр курăкĕ апат ирĕлтерекен органсен ĕçне лайăхлатать.
Импĕр иммун тытăмĕн хỹтĕлев ĕç-хĕлне вăйлатать, урамра шăннă хыççăн ăшăнма пулăшать. Ура йĕпенсен , ОРВИпе, гриппа чирленĕ хыççăн импĕр хушнă чей ĕçме сĕнеççĕ.
Корица юнри сахăр шайне виçене лартать. Çавăнпа пылак çимĕçе тата çăкăрпа сыра корица чейĕпе сыпса çимелле.
Пĕтнĕк хăвăрт çывăрса кайма пулăшать. Вăраннă хыççăн вăй-хал хушăнни сисĕнет. Çавăн пекех пĕтнĕк чейĕ нервăсене лăплантарать, стреса сирет.
Сăмах май çак çимĕçсенче антиоксидантсен шайĕ кăмпаринчен, пахча çимĕçрен, улма-çырларан чылай пысăкрах.
Асăрхаттарни: халăх медицинин меслечĕсемпе усă курма пуçличчен тухтăрпа канашлама ан манăр!