ÇАК КУНСЕНЧЕ район прокуратури автомашина рулĕ умне ларакансем çул-йĕр хăрушсăрлăхне пăхăнас тĕллевпе законодательствăна мĕнле пурнăçланине тĕрĕсленĕ. Пĕтĕмлетỹрен çакă паллă. Хăш-пĕр водитель транспорт хатĕрĕпе сывлăхне пула çỹреме чаракан диагноза пăхмасăрах теветкеленсе çула тухать. Тĕрĕслев вăхăтĕнче çакнашкал тăватă тĕслĕхе тупса палăртнă, вĕсене транспортпа çỹреме ирĕк паракан правине илес пирки район судне искпа тухнă.
Тепĕр тĕслĕх пирки те асăнса хăвармалла. 47 çулхи арçынна суд РФ УКăн 264.1 статйипе иккĕмĕш хут руль умне ỹсĕр ларнăшăн айăпланă, 200 сехетлĕхе ĕçлесе юсанма йышăннă. Саккунпа килĕшỹллĕн унсăр пуçне çак водитель 2 çул транспортпа çула тухаймĕ.
Ноябрь 2024 |