Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов хутшăннипе Патăрьелĕнчи тĕп больницăн иртнĕ çулхи ĕçне пĕтĕмлетрĕç. Канашлу ĕçне çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов та хутшăнчĕ.
Коллектив умĕнче иртнĕ çулхи ĕçе район больницин тĕп врачĕ Николай Тинюков тишкерчĕ тата умри тĕллевсене палăртрĕ.
Районти тĕп больница Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансемсĕр пуçне Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски районĕсенчи çынсене те сиплевпе тивĕçтерет. 13 врач амбулаторийĕ, 30 фельдшерпа акушер пункчĕ (11-шĕ модульлĕ) те сывлăх сыхлавĕнче. 2020 çулта районти тĕп больница базинче пандемие пула ковид центрĕ уçнă.
Пĕлтĕр Кĕçĕн Арапуçĕнче модульлĕ ФАП хута янă. Район больницине çĕнĕ 3 автомашина панă. Çавăн пекех медицина оборудованисене 25 миллиона яхăн тенкĕлĕх çĕнетнĕ.
Районта чĕрепе юн тымарĕсен, юн çаврăнăшĕн, сывлав органĕсен, усал шыçăсен чирĕсем ỹсни палăрать. Вĕсене маларах тупса палăртас ĕçре диспансеризаци, сывă пурнăç йĕркине тытса пыни пысăк витĕм кỹрет.
Николай Тинюков 2021 çулта районта тата 5 ялта модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕсем, иккĕшĕнче врач амбулаторийĕсем тумаллине палăртрĕ. 3 врач амбулаторийĕнче юсав ĕçĕсене пурнăçламалла.
"Коронавирус чирĕ пирĕн плансене пысăк улшăнусем кĕртрĕ. Иртнĕ çул ял халăхĕшĕн çăмăл пулмарĕ, медицина ĕçченĕсемшĕн пушшех те. Хăвăр ĕçĕре чунтан парăнни, профессие юратни, тăрăшулăхăр чăннипех те хисепе тивĕçлĕ",- терĕ Рудольф Селиванов район халăхĕ ячĕпе медицина ĕçченĕсене тав туса. Муниципалитет ертỹçи сывлăх сывлавĕнче иртнĕ çулхи ĕçсем тата 2025 çулччен палăртнă тĕллевсем çинче те чарăнса тăчĕ.
Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов та хăйĕн сăмахĕнче шурă халатлисен ĕçне тивĕçлипе хакларĕ, халăха паха медицина пулăшăвĕ памалли тĕллевсене çивĕчлетрĕ, "Сывлăх" наци проектне пурнăçа кĕртмеллине тата юлашки вăхăтра коронавируспа чирлекенсен йышĕ чакса пынине пĕлтерчĕ. Кунта çакна асăнса хăварни те вырăнлă пулĕ: Чăваш Енре кăшăлвируспа чирлекенсен йышĕ Раççейри вăтам кăтартупа танлаштарсан1,6 хут пĕчĕкрех.
А. ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |