Юрла-юрла, ташла-ташла, çитсе тăрайрĕ утмăла

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2021, 08:20 Просмотров: 333

 Маларахри çулсенче Чăваш Ишекĕнчи "Шурăмпуç" ансамбле çỹрекенсем хăйсен юрри-ташшипе районти ял халăхне чылай савăнтарнă. Концертпа вĕсем Вăрнар, Шупашкар, Шăмăршă, Комсомольски, Канаш районĕсене, республика тулашне те çитнĕ. Куракансем вĕсене яланах хапăл кĕтсе илнĕ. Ансамбле В. Семенов ертсе пынă.

Паян та саланман-ха ушкăн. Коронавирус пандемийĕ хăратнăран çеç вырăнти артистсем хăйсен ăсталăхĕпе савăнтараймаççĕ. В. Семенов ертỹçĕ вара пĕртте ахаль тăмасть. Репертуара анлăлатмалли юрăсем шырать. Е пĕр-пĕр урăх юрăçпа районта иртекен мероприятисене хутшăнать. Сăмах май çакна та палăртса хăвармалла. Владимир Васильевич Çĕнĕ Ахпỹрт, Кивĕ Катек, ытти ялсен юрăçисене те сахал мар купăс каласа концертсене хатĕрлентернĕ.

Шăпа культура отрасльне тĕплентернишĕн пăшăрханмасть В. Семенов. Костромари ял хуçалăх академийĕнче агронома вĕреннĕскер малтан "Путь к коммунизму" хуçалăхра комплекс ертỹçинче ĕçленĕ. Кайран профсоюзсен Пĕтĕм Союзри ирĕклĕ физкультурăпа спорт обществин районти председателĕ пулнă. Унтан физкультурăпа спорт комитетĕнче тăрăшнă. Районти çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссинчен вара ялне куçнă.

Литва тата Латви çар округĕсенче службăра тăнă В. Семенов. Балтика тинĕсĕ хĕрринчи каçсене сахал мар аса илет 1 класлă механик-водитель.

 - Культура ĕçченĕн канăç çук. Кирек хăш уявра та унăн сцена çинче пулмалла. Çынсене килĕшекен кану туса пама тăрăшмалла. Тăван халăхăн йăли-йĕркине манăçа кăларасшăн мар эпир. Вăл ăруран-ăрăва куçса пытăр. Çавăнпа ансамбле аслăраххисене те, çамрăксене те явăçтарма тăрăшатпăр. Чăваш Енĕн 100 пин юрă çĕршывĕнче пурăнатпăр пулсан вĕсенчен миçемĕш пайне те пулин малашне те шăрантарасчĕ-ха,- тет çиччĕмĕш теçетке çула çак кунсенче вакланă культура организаторĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика