Хĕлле кайăксене питех те кансĕр. Çавăнпа та вĕсене апатлантармалла. Первомайскинчи "Шуçăм" ача садĕнче кĕркуннерен тытăнсах "Кайăксене пулăшар" акци иртет. Сырăшсем çакатпăр. Вĕсене ачасен ашшĕ-амăшĕ тума пулăшрĕ. Хĕл каçипех вара унта кĕрпе, тырă, хĕвелçаврăнăш хурса тăратпăр. "Хăнана" уйăпсемпе чĕвĕлти çерçисем те, кăсăясем те тăтăшах вĕçсе килеççĕ.
Кĕçех ăшă кунсем çитĕç. Шăнкăрчсем вĕçсе килĕç. Эпир вĕсене валли те йăвасем хатĕрлетпĕр.
Г. КИРГИЗОВА, воспитатель
Ноябрь 2024 |