Валерий Комиссаровах шанчĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2021, 08:31 Просмотров: 398

 Эрнекун, февралĕн 26-мĕшĕнче, Шупашкарта "Чăваш Республикин Журналистсен Союзĕ" регионти общество организацийĕн ХХ съезчĕ иртрĕ. Унта республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакан журналистсен пуçламăш организацийĕсенчен суйласа янă делегатсем хутшăнчĕç.

Республикăри журналистсен Аслă пухăвне Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов, ЧПУн журналистика кафедрин заведующийĕ Анатолий Данилов, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров тата ыттисем те хутшăнчĕç, доклада сỹтсе яврĕç, тĕрлĕ сĕнỹсем пачĕç, журналистсен обществăлла организацийĕн хастарлăхне, пуçарулăхне ỹстерме сĕнчĕç.

Съезд ЧР Журналистсен союзне ертсе пыма Валерий Комиссаровах шанчĕ.

А. ЕГОРОВА

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика