ТĂВАН çĕршыв хỹтĕлевçин уявне кашни ял тăрăхĕнчех хăйне евĕр йĕркелеме тăрăшрĕç. Анат Тăрмăшĕнчи культура ĕçченĕсем хисеплĕ ветерансене, вăрçă ачисене, тыл хастарĕсене юрă-ташă саламĕпе çеç мар, вĕсене килне çитсех ăшă сăмах калама шут тытнă. Салтак тумне тăхăннă Надежда Квасова клуб заведующийĕ ватăсене хавхалантарса хăварнăшăн, тимлĕх уйăрнăшăн çав тери савăннă, пурте тав сăмахĕ каланă. Ку чухне çыннăн кăмăлне тупма нумай кирлĕ-им? Культура ĕçченĕ уяв саламне хальхи вăхăтра Раççей çарĕнче службăра тăракан Павел Шагаровăн ашшĕ-амăшне те çитернĕ, çĕршыв хуралçине çуратса ỹстернĕшĕн тав тунă.
Ноябрь 2024 |