Юратнă ĕç - чун киленĕçĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2021, 09:16 Просмотров: 348

Районта тухса тăракан "Авангард" хаçат пуçарăвĕпе çулталăк çыннине палăртакан конкурса йĕркелесе янăранпа шыв-шур сахал мар юхрĕ ĕнтĕ. Кăçал журналистсем ăна 18-мĕш хут пĕтĕмлетрĕç. Вулакансен шухăшне тата сассине шута илсе "Çулталăк çынни -2020" хисеплĕ ята хальхинче Патăрьелĕнчи тĕп больницăри инфекци уйрăмĕн заведующийĕ Антонина Валерьевна Чернова тивĕçрĕ. Пирĕн хаçат сотрудникĕ çак кунсенче конкурс çĕнтерỹçипе тĕл пулса калаçнă, тухтăрăн ĕçĕ-хĕлĕпе, пурнăçри асра юлнă самантсемпе кăсăкланнă.

- Антонина Валерьевна, коронавирус пандемийĕ шурă халатлă тухтăрсен ĕçĕ мĕнле йывăр тата яваплă пулнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ темелле. Çапах та çăмăл мар профессие суйласа илнине эсир мĕнле сăлтавпа çыхăнтаратăр?

- Сăмахăма çакăнтан пуçласшăн: юратнă ĕç нихăçан та йывăрлăх кỹмест. Маншăн та çаплах. Çемьере, пурнăçра пăтăрмахсем сиксе тухсан та (унсăр пулмасть никамăн та) кашни кун ĕçе уява кайнă пек хавхаланса утатăп. Юратнă ĕç - манăн чун киленĕçĕ. Çакна эпĕ çирĕплетсех калатăп. Çын пурнăçне çăлса хăварассипе çыхăннă профессие ачаранах кăмăлланă. Хамăн иккĕмĕш сыпăкри пиччесемпе аппасем чылайăшĕ тухтăр пулни те мана шухăша иккĕлентерме памарĕ.

- Паян сирĕн умăрта çĕршер çын пуç таять, йывăр чир серепинчен тухма пулăшнăшăн чун-чĕререн тав тăвать, ырă сунать. Сирĕн ĕçĕрте ăста специалист пулма, хисеп çĕнсе илме çăмăл мар, паллах. Ку тĕлĕшпе хăвăрăн тавра курăма еплерех анлăлатса, пуянлатса пыратăр?

- Тĕрĕсех. Пирĕн ĕçре аслă шкулта пĕлỹ илни çеç çителĕксĕр. Вăл манăçать те, кивелет те. Çавăнпа та эпĕ паян ĕçлекен специальноçпа ăс-хакăла ỹстерме, ку тĕлĕшпе хам ирĕкпе çулсеренех Хусанта йĕркелекен тỹ- левлĕ вĕрентỹсенче пулма тăрăшатăп. Унта Раççейри паллă профессорсен лекцийĕсене итлени, вĕсемпе куçа-куçăн калаçни, хамăра кăсăклантаракан ыйтусене татса пани паян пирĕн ĕçре питĕ кирлĕ тесе шутлатăп. Тĕрĕссипе эпĕ дипломпа врач-педиатр шутланатăп. 1998 çулта И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн тỹрех хам специальноçпа ĕç пулмарĕ. Тăватă çул реаниматологра ĕçленĕ вăхăтра та, 2002 çулта инфекци уйрăмĕн заведующине шаннă хыççăн та квалификацие ỹстерсех тăма тиврĕ. Çакăншăн пĕрре те ỹкĕнместĕп. Вĕсем мана паянхи ĕçре пулăшса çеç пыраççĕ.

- Антонина Валерьевна, районти тĕп больницăра эсир хисеплĕ специалист, аслă категориллĕ тухтăр, 10 çул ытла шурă халатлисен пысăк "çарне" профсоюз лидерĕ пулса ертсе пытăр. Вĕсен çумне тата мĕн хушса каланă пулăттăр?

 - Виçĕ çул каялла, 2018 çулта, "Республикăри чи лайăх инфекционист" хисеплĕ ята тивĕçни манăн ĕçе пĕтĕмлетсе хак пани пулчĕ тетĕп. Мухтанни ан пултăр та, паян та республикăран, кỹршĕ республикăсенчен те чылайăн сĕнỹ-канаш илме шăнкăравлаççĕ. Пурне те хаваспах пулăшатăп. Икĕ хутчен Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп грамотине, 2020 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав хутне илме тивĕçни те малашне тата ытларах хавхаланса ĕçлеме пулăшĕ. Чуна çывăх ят-хисепсенчен чи пĕлтерĕшли - хам çуралса ỹснĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи халăхăмăр манăн ĕçе пысăка хурса хаклани, районти конкурсра "Çулталăк çынни - 2020" сумлă ята тивĕçни. Сăмах май, мана çак çитĕнĕве тума пулăшнă вулаканăмăрсене, район çыннисене пурне те чун-чĕререн тав тăватăп.

- Ят-сум, хисеп чăн малтанах ĕçе юратма пĕлнипе çыхăннă. Çак туйăма çĕнсе илме пулăшнă çынсенчен чăн малтанах камсен ятне асăннă пулăттăр?

- Паллах, аттепе анне - Галина Николаевнăпа Валерий Александрович Черновсем. Шел, Сăкăт ялĕнче хăй те ĕçпе хисеп çĕнсе илнĕ юратнă аттемĕр иртнĕ çул çĕре кĕчĕ, манăн çак савăнăçа пĕрле пайлаймарĕ. Çавăн пекех пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă вĕрентекенĕмĕрсем умĕнче те яланах пуç таятăп. Вĕсем пулăшнипе эпĕ Сăкăтри вăтам шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухрăм, аслă шкула та пĕр экзамен панипех кĕрсе кайрăм. Ĕçри наставниксем те манăн пурнăç çулне уçакансемех. Тавах пурне те.

- Антонина Валерьевна, пушă вăхăта усăллă тата пĕлсе ирттерни те çынна ĕçре хавхалану кỹрет тесшĕн. Эсир ăна мĕнлерех йĕркелеме кăмăллатăр?

 - Ытларах çемьепе пулатпăр. Илемлĕ литературăпа кăсăкланни, çул çỹревсенче, экскурсисенче пулни вара кăмăла çĕклентерет.

 - Çынна ырă тăвакансем телейлĕ теççĕ. Ку тĕлĕшпе хăвăр пирки мĕн каланă пулăттăр?

- Мухтав Турра пуриншĕн те - çакă манăн чи аслă сăмахăм. Мăшăрăмпа - Игорь Васильевичпа - юратса çемье çавăртăмăр, икĕ ача çитĕнтеретпĕр. Хамăра кун çути панă çывăх çыннăмăрсем, тăванăмăрсем, тус-юлташ сывă та тĕреклĕ пулни, ачасем пире хăйсен çитĕнĕвĕпе савăнтарни, юратнă ĕçре чун канăçне тупни - маншăн пысăк телей! Сире те çакнах сунатăп, хисеплĕ вулаканăмăр!

 А. ЕГОРОВА калаçнă

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика