Асанне - маншăн иккĕмĕш анне

Категория: Публикации Опубликовано: 09.03.2021, 09:17 Просмотров: 351

Ăна Надежда Анатольевна тесе чĕнеççĕ. Вăл бухгалтер профессине алла илнĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех "Гвардеец", каярахпа "Звезда" кооперативра бухгалтерта вăй хунă.

Асанне ырă кăмăллă, ĕçчен, çепĕç саслă. Унăн 4 мăнук. Вĕсене ырра çеç вĕрентет. Эпир асаннепе пĕрле пурăнатпăр. Вăл маншăн иккĕмĕш анне вырăнĕнче. Пĕчĕккĕ чухне каласа панă юмахсене халĕ те астăватăп. Алеша пиччепе иксĕмĕре юратать.

 Эпир шкултан килнĕ çĕре вĕри апат пĕçерсе хурать. Мана алă ĕçĕ тума вĕрентет.

Эпĕ асаннене пулăшма тăрăшатăп: чашăк-тирĕк çăватăп, урай шăлатăп. Çулла пахчара ĕçлетпĕр. Эпир асаннене юрататпăр.

А. ТОРГОВЦЕВА. Анат Туçа ялĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика