Чăваш Ишекĕнче пурăнакан Любовь Ивановна Ивановăпа пĕрремĕш хут тĕл пултăм. Тăххăрмĕш теçеткене ваклакан хĕрарăмăн вашаватлăхĕпе вăр-варлăхĕнчен, ăс-хакăлĕнчен, пултарулăхĕнчен чăнах та тĕлĕнтĕм.
Ватăсем ĕçре тăкнă тар çĕр суранне тỹрлетет теççĕ. Ытарлă шухăша малалла тăсса ĕçре тупнă телей çыннăн ĕмĕрне тăснине те ĕнентĕм. Районти ветеринари службин хисеплĕ ĕçченĕпе курнăçни çакна тепĕр хут çирĕплетме май пачĕ. Кỹрши-арши, ял-йыш хисеплекен Люба аппа выльăх тухтăрĕнче кунне-çĕрне уйăрмасăр тăрăшнă вăхăтсене ырă юмах пек хăпартланса, хавхаланса каласа пани манăн чунра та ăшă туйăм вăратрĕ.
Çак ялтах çуралса ỹснĕ хĕр вăтам шкултан вĕренсе тунă хыççăнах Патăрьелĕнчи ял хуçалăх шкулĕнчи ветеринарсен курсĕнче пĕлỹ илнĕ. Специальноçа хĕрача ăнсăртран суйласа илмен. Ача чухнех вăл выльăх-чĕрлĕхе, çут çанталăка юратнă. Чĕлхесĕр янаварсем уншăн яланах хăйне евĕр пуçватмăш çуратнă, вĕсене итлеттерме, пăхăнтарма хăнăхтарнă.
Çамрăк ветеринари работникĕ хăйĕн ĕçĕпе Аслă Чементи ветеринари участокĕнче "присяга" йышăннă. 1959 çулта унта уйрăм çынсен, обществăлла выльăх-чĕрлĕхе пăхса тăракан ветеринари участокне уçнă. Кунта тăрăшнă хушăрах Любовь Ивановна пĕлĕвне малалла аталантарас тĕллевпе Вăрнарти ял хуçалăх техникумне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет, çав вăхăтрах выльăх-чĕрлĕх фельдшерĕ пулса ĕçлет. Çак ялтах хваттерте пурăннă, çул уçăлсан - велосипедпа килне çỹренĕ.
Ял каччипе - Николай Степановичпа - çемье çавăрнă хыççăн (йывăр тăпри çăмăр пултăр) Ыхра Çырминчи ветеринари пунктĕнче ĕç стажне малалла тăснă. Вăхăтĕнче вăл Патăрьелĕнчи совхозăн уйрăмĕ те шутланнă. Каярах каллех хăй тĕллĕн хуçалăхпа ĕçлесе кайнă. Выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕн ĕç объекчĕ пĕчĕк пулман. Чăваш Ишекпе Ыхра Çырминче чăх, сысна, мăйракаллă шултра выльăх, ĕне фермисем пулнă. Тепĕр чухне хăй ĕçрен киле таврăниччен хăшĕ-пĕри хапха умне ĕнисене те çавăтса килнĕ. Ветеринар ун чухне те хăйĕн тивĕçне тỹрĕ чунпа пурнăçланă.
40 çула яхăн юратнă ĕçре тăрăшнă Любовь Ивановнăна пĕр хутчен мар Хисеп грамотипе, Тав хучĕпе наградăланă. Çав вăхăтрах вăл ялта темиçе хутчен хастар депутат, комсомолăн пуçламăш организацийĕн секретарĕ, общественник те шутланнă. "Пирĕн вăхăтра мĕн пур ĕçе алă вăйĕпе пурнăçланă пулин те сыснасем талăкра 700 грамм ытла, пăрусем пĕр килограма яхăн ỹт хушса пыратчĕç..." - аса илет ветеринари тухтăрĕ.
Ĕç çынна телейлĕ тунипе пĕрлех илем те кỹрет, вăй-хăват хушать. Кинемей (ун пек калас та килмест, паллах) çулне кура мар килте алă усса ларма юратмасть. Кашни пуçланнă куншăн Турра тав тунă хыççăн ирпе-ирех физзарядка тăвать, уçăлма тухать. Çулла кил-тĕрешре, пахчара кăштăртатать, вăрман сывлăшĕпе вăй пухать. Мăшăрĕпе 16 çеç пĕрле пурăнайнă пулин те паян ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнăçа пĕрле пайлать. Люба аппа Александр ывăлĕн çемйипе, тĕреклĕ хуçалăхпа пурăнать. Ирина хĕрĕпе Сергей те çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Амăшĕ пурнăçри йывăрлăхсене пăхмасăр пурне те аслă пĕлỹ пама, пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма пулăшнă. Пилĕк мăнукĕпе икĕ кĕçĕн мăнукĕ те ашшĕ-амăшĕн çулĕпех каясса шанать, пурне те телейлĕ çулпа ырă пурнăç пехиллет.
А. ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |