Хăрушă чиртен вакцина çăлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.03.2021, 11:19 Просмотров: 284

Коронавирус инфекцийĕнчен хỹтĕлекен прививкăна районта паянхи куна 640 çынна тунă. Вĕсенчен 490-шĕ вакцинăна иккĕмĕш хут та яртарнă. Хальлĕхе ăна 910 доза илсе килнĕ. Çак ĕç малалла та пырать. Ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе район больницин тĕп врачĕн çумĕпе Н. Муляковăпа çыхăнтăмăр. Аяларах çав калаçăва пичетлетпĕр.

- Этемлĕхе, чăнах та, вакцина çăлĕ. Унсăрăн майĕ те çук. Чирĕ ытла та систермесĕр çакланать-çке. Çулталăк пуçланнăранпа коронавирусран 470 çын сиплев илчĕ. Паянхи кун 43-шĕ больницăра выртаççĕ. Пациентсене сиплессишĕн шурă халатлисем хăйсен сывлăхне шеллемесĕр тăрăшаççĕ. Мĕншĕн çакна вырăна хурса халăхăн прививка тутарма утмалла мар?

- Неонила Юрьевна, коронавирус вакцини пирки тĕплĕнрех чарăнса тăрар мар-и?

- Тархасшăн. Ăна пурне те яма юрать. Хăш-пĕрисене аллерги пама пултарасран малтан тĕрĕслетпĕр. Вăраха кайнă чирсемпе асапланакансен те пĕр шутласа тăмасăрах вакцина яртарма тăрăшмалла. Чирĕ кирек кама та аптратма пултарать. Ватă çынсене пушшех сиплеме йывăр. Çавăнпа вĕсене профилактика кирлех. Тĕп больница администрацийĕ 60 çултан иртнисене прививка тутарма илсе килессине çăмăллатас тĕллевпе вырăнсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсене, врач амбулаторийĕсене пырса илмешкĕн автотранспортпа тивĕçтерме пулчĕ.

- Вакцина яртарассинче хăш сферăри ĕçченсен ăнланулăхĕ пысăкрах?

- Медицина ĕçченĕсемпе социаллă сферăра вăй хуракансен. Районта вĕрентỹ отраслĕнче пысăк йыш ĕçлет. Прививка тутарма вара 18-шĕ çеç килнĕ. Чире пула пĕр шкулти пĕр класа карантина хупни пулнăччĕ. Тата мĕнле ăнлантарма пулать вĕрентекенсене?

Прививка тутарас текенсен 122 телефон номерĕпе тата Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă та çырăнма пулать. Вырăнти фельдшерпа акушер пункчĕсенчи, врач амбулаторийĕсенчи медицина ĕçченĕсемпе çыхăнмалла. Акă мĕн сĕнеççĕ-ха хăш-пĕр паллă тухтăрсем: эндокринологи центрĕн директорĕ Наталья Мокрышева каланă тăрăх, сахăр диабечĕпе нушаланакансен вакцинаци тутарма юрать.

Н.Ф.Гамалея ячĕллĕ наука тĕпчев центрĕн специалисчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, коронавирусран хỹтĕлекен прививкăна тусан антителасен шучĕ пур çыннăн та пĕр пекех пулать.

Алексанр Будик нейрохирург каланă тăрăх, коронавируспа чирлесе ирттернисен шăрша тата апат тутин туйăмне тавăрас тесен кашни кун ыхра, корица, кардамон шăршламалла.

РФ сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, ача кĕтекен хĕрарăмсем те коронавируспа чирлеççĕ-мĕн. Пĕрисен çак чир çăмăллăн иртет-тĕк, 35 çултан аслăраххисем, тулли кĕлеткеллисем, сахăр чирĕ пуррисем тата юн пусăмĕ вылянаканнисем вăйлă аптăраççĕ.

Игорь Салынцев психотерапевт каланă тăрăх, коронавируспа чирлессинчен хăракансен иммун тытăмĕ чылай хавшать, çавна май тĕрлĕ чир ерес хăрушлăх пысăк.

Сывлăх сыхлавĕн тĕп инфекционисчĕ Сергей Ефимов каланă тăрăх, прививка туни чире сарăлма памĕ, вăл çынсен иммун тытăмне çирĕплетет.

Тухтăрсен сĕнĕвĕсене шута илмеллех. Вĕсем хăйсен сывлăхне сиен кỹресрен шикленмесĕр пациентсемшĕн тăрăшаççĕ. Маска тăхăнассине пăрахăçлама хушмаççĕ. Дистанцие пăхăнма ыйтаççĕ. Алла супăньпе çусах тăмалла. Сывату гимнастики тумалла, куллен скандинави уттипе утмалла, тĕрĕс апатланмалла. Сиенлĕ йăласенчен хăтăлмалла, вăхăтран-вăхăта участокри врач патĕнче профилактика тĕрĕслевĕсем витĕр тухмалла. Эпидемисем унччен те пулнă. Этемлĕхе вара вакцина çăлнă.

- Калаçушăн тавах. Апла пурин те прививка тутарма тăрăшмаллах...

- Çапла. Кĕтетпĕр.

А. АСТРАХАНЦЕВА калаçнă

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика