Митта Ваçлейне хисеп туса - ĕçлĕ çул çỹрев

Категория: Публикации Опубликовано: 12.03.2021, 11:25 Просмотров: 285

МАРТĂН 5-мĕшĕнче чăвашсен паллă поэчĕ Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 113 çул çитрĕ. Çак кун çулсеренех ентешĕмĕре чыс тата хисеп туса Шупашкартан пултарулăх çыннисем Юхмапа Пăла тăрăхне килеççĕ. Кăçал та йăлана пăрахăçламарĕç. Митта Ваçлейĕн фончĕн ертỹçи Илле Иванов тата чăвашсен паллă çыравçи, журналисчĕ, республикăра тухса тăракан "Советская Чувашия" хаçатăн тĕп редакторĕнче чылай çул тăрăшнă Николай Максимов çул çỹрев вăхăтĕнче "Авангард" хаçат редакцийĕн коллективĕпе тĕл пулчĕç, Митта Ваçлейĕн Асăну хăми çине чечек хунă хыççăн Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, юлашкинчен Первомайскинчи масарта канлĕх тупнă поэтăмăрăн вил тăпри умĕнче пуç тайрĕç.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика