Урхамахсене "хурçă ут" улăштарчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.03.2021, 11:26 Просмотров: 316

ПРАВОСЛАВИ тĕн йăли-йĕркине пăхăнса пурăнакансемшĕн Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнчен Çăварни эрни пуçланчĕ. Вăл мартăн14-мĕшĕччен пырать. Вырсарникун - Аслă типпе кĕрес умĕн пĕр-пĕринчен каçару ыйтмалли кун.

Аслă çулхи çынсем ĕлĕкрех Çăварни уявĕ ватти-вĕттине эрне тăршшĕпех пысăк савăнăç парнеленине, капăрлатнă лавсемпе катаччи чупнине, пĕр-пĕрин патне хăнана çỹренине лайăх ас тăваççĕ. Кăçал коронавирус чирĕ çак йăла-йĕркене туллин усă курма памарĕ темелле. Çапах та ялсенчи культура ĕçченĕсем тĕрлĕрен программăпа çынсене савăнтарма, çак ятпа спорт ăмăртăвĕсем йĕркелеме тăрăшаççĕ. Сăмах май каласан, ялсенче ĕлĕкхилле катаччи чупма урхамахĕсем те чаксах пыраççĕ. Паянхи куна Туçара лаша усракан пĕр çемье те юлман... Пытарма кирлĕ мар: çĕр ĕçне пурнăçлама пулăшакан чĕлхесĕр янаварсене "хурçă утсем" улăштарчĕç. Çак ялта та çĕр улмине ĕлĕкхилле сухапуç тытса лартакан та çук.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика