Полици сотрудникне хирĕç тăнăшăн айăплаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 12.03.2021, 11:27 Просмотров: 384

ПАТĂРЬЕЛ прокуратури 43 çулхи арçын ячĕпе йышăннă патшалăх айăплавĕпе килĕшнĕ. Ăна РФ УКăн 318 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн ĕçри тивĕçне пурнăçлакан власть представительне сывлăха сиен кỹмесĕр алă хунăшăн, пусахланăшăн айăплаççĕ. Суд çакна çирĕплетсе панă.

Арçын ỹсĕрле 2020 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнче РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн фойинче полици сотрудникне пуçĕпе янаххинчен тăрăнтарнă. Пуçтахăн уголовлă ĕçне пăхса тухнă хыççăн район сучĕ прокуратура айăплавĕпе килĕшнĕ, ăна 2 çуллăха çирĕп режимлă колоние яма йышăннă.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика