КОЗЛОВКА ялĕнче пурăнакан вăрçă тата ĕç ветеранĕ Михаил Тимофеевич Наташкин 101 çулта пырать пулин те общество пурнăçĕнчи улшăнусене, районти ырă пулăмсене сăнасах тăрать. Кĕçĕн çăварни кунхине шурсухал Туçара пурăнакан хастара, халăх академикне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономистне, çак кунсенче çеç "Чăваш Республикин хисеплĕ таврапĕлỹçи" ята тивĕçнĕ Валерий Салмин ĕç ветеранне хăйĕн патне чĕннĕ, ăна çурт çумĕнче йĕркеленĕ музейĕ валли паха материалсем парнеленĕ, ял тăрăхĕнчи, "Гвардеец" колхозри ырă пулăмсене аса илнĕ. Иккĕмĕш ĕмĕре ваклакан ветеран юрлама юратнăран хисеплĕ ентешпе ĕлĕкхи тата хальхи юрăсене те аса илнĕ, аслă типĕ умĕнхи каçарттармалли вырсарникун пĕр-пĕринчен каçару ыйтнă.
Ноябрь 2024 |