Ăмăрту кăмăл-туйăма çĕклерĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 16.03.2021, 11:11 Просмотров: 237

Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта вĕрентỹ сферинчи профсоюз членĕсен физкультурăпа сывлăх спартакиади иртрĕ. Кăçалхипе вăл 42-мĕш хут пулчĕ.

Йĕлтĕр эстафетине 14 вăтам, 4 тĕп шкул, шкул çулне çитмен 7 вĕрентỹ учрежденийĕн команди хутшăнчĕ.

Çамрăк педагогсем "Камсем-ха, эпир пулмасан?" флешмоб кăтартрĕç.

Спартакиадăна хутшăнакансене район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И.Рубцова, вĕрентỹри профсоюз членĕсен районти организацийĕн председателĕ С.Елагина, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕпе "Паттăр" ФСК директорĕ А.Краснов, саламларĕç.

Районти çамрăк педагогсен канашне республикăри вĕрентỹ, çамрăксен политикин министерствин "Чăваш Енри ĕçлекен çамрăксен 2020 çулхи чи лайăх канашĕ" конкурса хутшăннăшăн Тав хучĕпе, "Квиз" интеллектуаллă вăйăра виççĕмĕш вырăн йышăннă ятпа диплома, кубока тивĕçнĕ ятпа чысларĕç.

 Вăтам шкулсем шучĕпе старта икĕ хĕрарăмпа икĕ арçын, тĕп шкулсемпе шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕ ячĕпе икшер хĕрарăмпа пĕрер арçын тăчĕç.

Ăмăрту çивĕч иртрĕ. Шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенчен Патăрьелĕнчи "Сказка" ача сачĕн ĕçченĕсем пĕрремĕш, Сăкăтри "Çăлкуç" - иккĕмĕш, Шăнкăртамри "Сандугач" коллективĕ виççĕмĕш вырăна тухрĕç.

Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенчен Çĕньялсем малта. Кивĕ Ахпỹртри тĕп шкулта ĕçлекенсем иккĕмĕш, Ишлĕсем виççĕмĕш вырăнсенче.

Вăтам шкулсенчен Нăрваш Шăхальсем харсăр пулчĕç. Турханти вăтам шкул ĕçченĕсем иккĕмĕш, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул коллективĕ виççĕмĕш вырăнсенче.

Çĕнтерỹçĕсене грамотăсемпе тата укçан парса чысларĕç.

А. ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика