Район администрацийĕнче çурхи ейĕве парăнтарас, районти чрезвычайлă лару-тăрăва, пушар хăрушлăхне сирес енĕпе тимлекен комиссисен пĕрлехи ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, автомобиль çулĕсене пăхса тăракан тата шыв-шурпа çыхăннă ытти яваплă организаци-предприяти представителĕсем хутшăнчĕç. Ларăва район админстрацийĕн пуçлăхĕ - чрезвычайлă лару-тăрăва тата пушар хăрушсăрлăхне асăрхаттарас тата ликвидацилес тĕлĕшпе тимлекен район комиссийĕн председателĕ Рудольф Селиванов ертсе пычĕ.
Вырăнти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, яваплă служба представителĕсем умне лартнă канашлури тĕп ыйту - 2021 çулхи çуркуннехи шыв-шур тапхăрне ăнăçлă хатĕрленсе ирттерсе ярасси. Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа район администрацийĕн ятарлă программăсен пай пуçлăхĕ Григорий Каллин тухса калаçрĕ. Григорий Николаевич доклад пуçламăшĕнчех кăçал юр нумай çунăран çуркунне савăнăçпа пĕрлех пысăк теветкеллĕх те илсе килнине палăртрĕ, маларахри çулсенчи йăнăшсене урăх тăвас мар тĕллевпе çурхи ейỹ вăхăтĕнче шар курнă тĕслĕхсене слайдпа кăтартсах пычĕ.
Кăçалхи шыв-шур тапхăрне ăнăçлă хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕллевпе кăларнă постановленипе килĕшỹллĕн районта комисси йĕркеленĕ. Унăн председателĕ - район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, строительство тата обществăлла инфратытăм аталану пай пуçлăхĕ Равиль Ямалетдинов.
Ватăсем пурнăçра шывран вут пек, вутран шыв пек хăрамалла тенĕ. Иккĕшĕ те пысăк тăкакпа, çухатупа çыхăннă. Çавăнпа та шыв-шур сарăлнă тапхăра кирлĕ пек яваплăхпа хатĕрленсе кĕтсе илесси, çынсене çак хăрушлăх пирки ăнлантарасси, вĕсене эвакуацилеме вырăнсем тупса хурасси, кирлĕ пулăшупа тивĕçтересси тата ытти те вырăнти хăй тытăмлăх органĕн тĕп тĕллевĕ. Паллах, инкекре (ун пекки ан пултăрах) кашни çемьен, çыннăн ăнланулăхĕ те пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн районти 56 ялтан уйрăмах 9-шĕнче çурхи шыв сарăлса хур кăтартас хăрушлăх пур. 2018 çулхи ейỹ Патăрьел, Кĕçĕн Арапуç, Тутар Тимеш, Тăрăн, Анат Туçа, Вăтаел, Кивĕ Ахпỹрт, Первомайски, Тикеш ялĕсенчи 100 ытла хуçалăха шыв илсе сăтăр тунă, вĕсенче 300 ытла çын пурăннă. Çак ялсемшĕн кăçал та хăрушлăх уйрăмах пысăк.
- Халĕ юрти шыв саппасĕ 130 процент ытла. Унăн хулăнăшĕ ытти çулпа танлаштарсан 12-30 сантиметр ытларах. Çавăнпа та ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, организаци-предприятин яваплăха ỹстермелле: гидротехника сооруженийĕсене тасатмалла, шыв çулĕсене уçмалла, дежурство йĕркелесе юр ирĕлнине, шыв сарăлнине, вăл сиен кỹме пултаракан объектсене сăнасах тăмалла, халăхпа, уйрăмах çул çитмен ачасемпе ăнлантару ирттермелле. Шыв-шур тапхăрĕ никамшăн та инкекпе ан вĕçлентĕр,- терĕ Григорий Каллин калаçăва çивĕчлетсе.
Комисси ларăвĕнчех 2021 çулхи пушар хăрушлăх тапхăрне мĕнле хатĕрленни пирки те калаçу пуçарчĕç. Районти пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков уйрăм хушма хуçалăхра çеç мар, ял хуçалăх предприятийĕсенче, халăха социаллă хỹтлĕх паракан объектсенче, сывлăх сыхлавĕн, вĕрентỹ, культура учрежденийĕсенче те пушар хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалли пирки, типĕ курăка, çỹп-çапа урамра çунтарма юраманни пирки те каларĕ.
А. ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |