Ака уйăхĕ çывхарать, акана хатĕрленме хушать

Категория: Публикации Опубликовано: 19.03.2021, 14:47 Просмотров: 214

 Кунсем вăрăмланса та вăрăмланса пыраççĕ. Çуркунне çитни кашни утăмрах сисĕнет. "Исток" çĕр ĕç фирминче вăй хуракансене ака çитсе пыни хăратмасть, вĕсем яваплă тапхăра кĕске тапхăрта тата пахалăхлă ирттерсе ярассишĕн хĕллех хатĕрленме пуçланă.

Механизаторсем ăшă гаражра тракторсене слесарьсем пулăшнипе юсаса пĕтернĕпе пĕрех. Юсав пайĕсем çуккипе ĕç чарăнса ларнă тĕслĕх пулман. Сăмах май, хуçалăхра трактористсем çителĕклĕ. Çунтармалли-сĕрмелли материал тĕлĕшĕнчен те йывăрлăхсем çук. Вăй хуракансене валли çĕр ĕç фирминче тивĕçлĕ условисем туса пама тăрăшаççĕ. Паркри техникăна çуллен çĕнетсе, хăватлăраххисемпе улăштарса пыраççĕ. К-701 маркăллă икĕ тата К-744, К-739 маркăллă "хурçă утсене" туяннăранпа та нумай вăхăт иртмен-ха. 2020 çулхи декабрьте "Палесе-1218" комбайн илсе килнĕччĕ, маларах выльăх апачĕ хатĕрлекен "карап", кормораздатчик тата ытти агрегатсене туяннăччĕ. Çак кунсенче ют çĕршывра кăларнă "Massey Ferguson 67.13" маркăллă трактор тата хутшăнчĕ. Унпа ĕне-выльăх ферминче усă кураççĕ. Çĕнĕ техникăна чылай çул хуçалăхра вăй хуракан Сергей Миронова панă. Çакна та палăртса хăварас килет: çулталăк пуçланнăранпа районта çĕнĕ 33 техника хутшăннă, унтан улттăшне уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансем туяннă. Кăçалхи çур акине пĕрремĕш хут акакан агрегат та тухать.1,5 млн ытла тенкĕ тăраканскере те хуçалăх тин çеç илсе килнине пĕлтерчĕ Вячеслав Цветков инженер.

"Исток" çĕр ĕç фирминче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене те хатĕрлесе çитернĕ. Вĕсене тĕрĕслеттернĕ, никĕсе хывма юрăхлине çирĕплетекен документсем пур. Хальхи вăхăтра страхлакан фонд валли пĕрчĕллĕ культурăсене тасатаççĕ.

- Çулленех вăрлăх çителĕклĕ хатĕрлетпĕр, анчах пысăк тухăç илес тесен вĕсене çĕнетессипе те ĕçлемелле. Кăçал урпан "эйфель" сортне - 10 тонна, "маргарет" сортне 5 тонна туяннă. Иккĕшĕ те элита. Çавăн пекех пăрçан "рокет" сортне илнĕ. Çак кунсенче Çĕрпỹри наука тĕпчев институтĕнчен сĕлĕ - "медведь" сорт - килмелле, - каласа парать хуçалăхăн тĕп агрономĕ Дмитрий Ерофеев.

Акнă-лартнă культурăсем лайăх çитĕнччĕр тесе минераллă удобренисем те хатĕрленĕ. Тăпра пулăхлăхне пуянлатма кашни çулах тислĕк тăкаççĕ, хура пусă та хăвараççĕ. Çĕр ĕç фирминче агротехнологие пăхăнса ĕçлеççĕ.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика