ЮЛАШКИ çулсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан шурсухалсен сахал мар кĕнеки кун çути курчĕ. Вĕсем пурте районти централизациленĕ библиотекăра упранаççĕ. Çак кунсенче çеç Ишлĕре пурăнакан 83 çулхи хисеплĕ АПК ветеранĕн, "Авангард" хаçат тусĕн Василий Тихоновăн "Шăнкăрч килсен" сăвă кĕнеки кун çути курнă. О. Кутузова библиотекарь йĕркеленипе çĕнĕ кĕнекене ял-йышпа, тăванĕсемпе, вĕрентекенсемпе пĕрле хак панă. Вунă ача ашшĕн "чун апатне" пичетлесе кăларма районти "Мехел" литература клубĕн ертỹçи Нина Мазякова та сахал мар пулăшнă.
Кĕнекене хак панă çĕре ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Краснов та хутшăннă, Василий Андреевичăн пултарулăхне, чĕлхе пуянлăхне палăртнă. Вулакансем В. Ти- хоновăн сăввисемпе район хаçатĕнче те час-часах паллашаççĕ. Поэзи кĕтесĕнче вырăн тупакан хайлавсем тарăн шухăшлă, автор ытарлă сăмахсемпе усă курать, йĕркесем ансат та çăмăл вуланаççĕ. "Авангард" тусне эпир те пĕрремĕш кĕнеки кун çути курнă ятпа чун-чĕререн саламлатпăр.
Ноябрь 2024 |