2020 çулхи ĕç-хĕлпе паллаштарнă
Мартăн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашĕн сессийĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2020 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарнă. Вăл Чăваш Ен Правительстви палăртнă тапхăрта Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе пĕрле сахал мар пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçланине палăртнă. 2020 çулта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ĕç-хĕлĕн тĕп çул-йĕрĕ наци проекчĕсене тата патшалăх программисене тухăçлă пурнăçлассине, хăтлă хутлăх туса хурассине, пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассине, пурнăç пахалăхне ỹстерессине тата граждансене социаллă пулăшу парассине тивĕçтересси пулнине каланă.
Çĕнтерỹçĕсем çамрăксемшĕн тĕслĕхлĕ
ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев кĕрешỹ енĕпе иртнĕ çĕршыв чемпионатĕнчен медальсемпе таврăннă спортсменсемпе тата вĕсен тренерĕсемпе тĕл пулнă.
Олег Алексеевич каланă тăрăх, республикăра спорта аталантарас тата спортсменсене лайăх услови туса парас тĕллевпе чылай ĕç тăваççĕ. "Çитĕнỹ никамăн та тỹрех пулмасть. Спортсменсем куллен тренировкăсенче вăй-хала шеллемесĕр ăсталăха аталантараççĕ. Çĕнтерỹçĕсем çамрăксемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ, вĕсене спортпа туслашма хавхалантараççĕ", - тенĕ вăл. ЧР спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн ертỹçи Николай Гаврилов пĕлтернĕ тăрăх, арçын кĕрешỹçĕсем кунашкал кăтартусемпе юлашки хут иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче палăрнă. Çав тапхăртанпа чăваш каччисем пысăк çитĕнỹсем тăвайман.
Аса илтеретпĕр, Сергей Козырев ăмăртура 125 килограмлă виçере пĕрремĕш вырăн йышăннă, унăн юлташĕ Знаур Коциев тепĕр ушкăнра виççĕмĕш пулнă. Вĕсене Арсен Келехсаев тренер вĕрентет. Вăл Чăваш Енре спорта аталантармалли майсем пысăк пулнине палăртнă.
"Театр тĕпелĕнче" - Питĕр профессорĕ
Мартăн 16-21-мĕшĕсенче Вырăс драма театрĕнче Вырăс классикин эрни иртнĕ. Ăна ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствине туса хунăранпа 75 çул çитнине халалланă.
Мероприятие Санкт-Петербург университечĕн профессорĕ, филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, искусствоведени кандидачĕ, ОТР каналăн эксперчĕ Сергей Ильченко хутшăннă. Хăна Эрне кунĕсенче "Театр тĕпелĕн" эксперчĕ пулнă, пултарулăхпа çыхăннă вĕренỹ заведенийĕсенче ăс пухакансемпе, "Театрлă Атăлçи" фестивале хутшăнакансемпе, республикăри МИХ ĕçченĕсемпе тĕл пулнă, çавăн пекех вырăс литературин произведенийĕсем тăрăх лартнă спектакльсемпе паллашнă.
Конкурс Шупашкарта иртет
"Атăлçи тăрăхĕнчи чи ăнăçлă çемье" конкурсăн финалне кăçал Шупашкарта июлĕн 7-8-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă. Конкурса федерацин Атăлçи округĕнчи çул çитмен икĕ е ытларах ача ỹстерекен, усрава е опекăна илнĕ 14 çемье хутшăнĕ. Тупăшакансен хăйсен пултарулăхне, пĕлĕвне, кăтартма, тăван регионпа паллаштарма тивĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвне шута илсе çĕршыв шайĕнчи ăмăртăва хутшăнма тивĕç çемьене палăртĕç.
Ноябрь 2024 |