АЧАСЕН çуркуннехи каникулĕ шыв-шур тапхăрĕпе тỹр килет. Çавăнпа та çак вăхăтра вĕсем кỹлĕпе çырма таврашĕнче пуласран, çỹхе пăр çине выляма тухасран тата ыттинчен те питĕ асăрханмалла. Çул çитмен ачасене хăйсем тĕллĕн кỹлĕсем хĕррине яма та, пушартан сыхланас тĕллевпе вĕсене килте хăварма та юрамасть. Кирек мĕнле инкеке те парăнтарма мар, унтан асăрханма ансатрах.
Районти пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх ку таранччен районта 9 пушар пулнă. Виçĕмкун ирхине (мартăн 24-мĕшĕнче) Ишлĕри фельдшер пункчĕ (унчченхи колхоз правленийĕн кирпĕч çуртĕнче вырнаçнă) шал енчен çуннă. "01" служба сотрудникĕсем палăртнă тăрăх инкек электропроводкăран тухнă. Пушарăн сăлтавне Шупашкарти специалистсем пайăрлатаççĕ.