Кирек мĕнле чир те çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратать.
Коронавирус вăхăтĕнче ỹпке шыççи пирки ытларах та ытларах калаçнине, ăна пула çынсем вăхăтсăр çĕре кĕнине илтсенех кирек камăн чун-чĕри те çỹçенсе илетех. Аслă çулхисене çеç мар, çамрăксене те шеллемест хăрушă чир. Короновируса пула сисмесĕрех ỹпке пневмонийĕ пуçланса каять. Çавăнпа та чир ан ертĕр тесен маларахах вакцина яртарасси çинчен шутламалла. Прививка тăвиччен, паллах, кашнийĕн терапевт патĕнче пулса сывлăха тĕрĕслеттермелле. 18 çул тултарнисене, кăмăл пуррисене пурне те тỹлевсĕрех вакцина яраççĕ.
Юлашки вăхăтра чылай çын хăйсен ватă ашшĕ-амăшне усал чиртен хỹтĕлесе прививка тутарасси пирки районти тĕп больница администрацине ыйтупа тухать. Пурин шухăшне те шута илме тăрăшаççĕ.
Районти ялсенче пурăнакансен прививка тутарма черете çырăнас тесен вырăнсенчи врач амбулаторийĕсемпе фельдшерпа акушер пункчĕсене пырса пĕлтермелле. Унсăр пуçне патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă çырăнма пулать. 122 номерпе "хĕрỹ линие" шăнкăравлама та май пур. Вăл çынсене ковид вăхăтĕнче пулăшу кỹретех. Çавăншăн йĕркеленĕ те ăна. Шăнкăравсене 8 сехетрен пуçласа 20 сехетчен йышăнаççĕ. Юлашки вăхăтра пулăшу ыйтакансенчен 90 проценчĕ прививка тăвассипе çыхăннă. Çак номерпех çĕрле те çыхăнма май пур. Ун чухне оператор мар, компьютер хуравлать. Анализ панă кăтартусене те пĕлме пулать, эмелсемпе тивĕçтерессине уçăмлатать.
Прививкăна районти тĕп больницăн прививка тăвакан кабинетĕнче тăватпăр. Черет пачах çук тесен те юрать. Çамрăксем те, аслă çулхисем те кăмăлтан килеççĕ. Акă, Патăрьелĕнчи Петровсем 70 çултан та иртнĕ. Мăшăр коронавируспа чирлес мар, ачисене, мăнукĕсене ертес мар тесе тăрăшать.
О. Плешков вара чир лекесрен асăрханса прививка тутарма пуçламăш кунсенчех килчĕ.
Медицина ĕçченĕсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. "Хĕрлĕ зонăра" ĕçлекеннисем пушшех те. Вĕсем хăйсен сывлăхне шеллемесĕр пациентсен пурăнас кун-çулне малалла тăсаççĕ. Сăмах май çакна та палăртмалла: эпĕ хам та вакцина илсе килнĕ малтанхи кунах прививка тутарнă: чиртен хỹтĕленесси сывалассинчен ансатрах-çке.
Коллективпа килсе вакцина яртаракансем те пур. Ку енĕпе районти халăха социаллă тивĕçтерỹ паракан центр ĕçченĕсене палăртса хăварас килет. "Пурте - пĕриншĕн, пĕри - пуриншĕн" чĕнỹпе пурăнаççĕ вĕсем.
Тĕрлĕ чиртен прививка тутарасси унччен те пулнă. Этемлĕхе вакцина яни усалтан çăлнă. Çакна тĕпе хумаллах. Ăнланулăха ỹстерсе прививка тутарма тăрăшмаллах.
К. КОШКИНА, районти тĕп больницăри процедурăпа прививка кабинечĕн медицина сестри
Ноябрь 2024 |