Ĕçчен алă валли ĕç тупăнать

Категория: Публикации Опубликовано: 26.03.2021, 10:56 Просмотров: 161

Алă ĕç тума пĕлекен çын ахаль ларма юратмасть. Çакна Нăрваш Шăхалĕнче пурăнакан Федор Ермолаев та çирĕплетет. 1944 çулта çуралнă Федор Тихонович йывăçран пичке, уйран çỹпçи, витре тата ытти япала ăсталама маçтăр.

- Ĕçсĕр ларас килмест çав. Ыйхă вĕçсе кайсан пĕчĕк пỹрте тухатăп та, ăна мастерской тетĕп, тимĕр каланккана вутăпа хутатăп, радиона яратăп, вара мĕн те пулин ăсталама пуçлатăп. Пуртăпа, пăчкăпа, савапа тата наструкпа кăна тăрăшатăп, циркулярка, дрель текен япаласене тытса курман. Юратнă ĕç хăйне хăй пулса пырать, инструментсем çеç пулччăр. Юлашки вăхăтра ытларах заказпа пĕчĕк пичкесем тăватăп, - тет Федор Тихонович. Сăмах май, ăстаçă "Авангард" хаçат редакцине 90 çулхи юбилейпе саламласа хăй тунă чечек савăтне парнелерĕ. Унта вăл хĕртсе çыракан хатĕрпе "Авангард" хаçата 90 çул ячĕпе. Ĕçлекенсене ырлăх-сывлăх сунатăп" тесе çырнă. Район хыпарçине яланах юратса вуланине те палăртса хăварчĕ. Унăн ĕçĕсене Патăрьелĕнчи тĕп больницăра та курма май пур. Вăл хăйне тĕрлĕ чир-чĕртен сывалма пулăшнă тухтăрсемпе медсестрасене, пỹлĕмсенче тирпей тытса тăракан санитаркăсене чечек савăчĕсемпе тав тунă. Çавăн пекех Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕ, Çĕньялти клуб валли витресем ăсталаса панă.

Йывăçа "чун кĕртме" Ф. Ермолаев ашшĕнчен вĕреннĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕн алли-ури ылтăн пулнă. Хăй вăхăтĕнче вăл чăваш халăх юрринче аса илекен 12 кăшăллă пичкене те юманран ăсталанă. Ĕçлеме вара хăй тĕллĕн ытларах хăнăхнă. Ĕлĕк ялсем тăрăх шетник, çỹпçе туса çỹрекенсенсем пулнă, шăпах çавсенчен курса юлнă хыççăн аппаланма пикеннĕ. Кайран вара ывăлне хăйне пулăшма илсе тухнă. Федор Тихонович çапла алă ĕçне хăнăхнă. Унтанпа, ав, 60 çул та иртнĕ. Вăл та хăй мĕн пĕлнине ачисене мĕн пĕчĕкренех хăнăхтарнă. –

 Ывăлсем те йывăçпа ĕçлеме пĕлеççĕ, анчах юлашки вăхăтра вăхăчĕсем çук. Халь вĕсем кирпĕч хурассипе ытларах вăй хураççĕ, - тет Ф. Ермолаев.

 Федор Тихоновичпа мăшăрĕ, Нина Александровна, тивĕçлĕ канăва тухичченех "Труд" хуçалăхра тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă. Вĕсем 5 ача çуратса ỹстернĕ: икĕ ывăл та виçĕ хĕр. Паяна йыш тата 11 мăнукпа пысăкланнă.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика