Аслă Чементи вăтам шкулта тăван чĕлхе кунне анлă паллă тăвасси йăлана кĕнĕ. Çавна май кăçалхи вĕренỹ çулĕнче те тĕрлĕ мероприяти иртрĕ.
5 класра чăвашсем ытти халăхпа тăванлă-хурăнташлă пулнине ĕнентерес, тăван чĕлхемĕр тĕрĕк чĕлхи пулнине çирĕплетес тĕллевпе класс тулашĕнчи ĕç иртрĕ. Ачасем "Камсем эпир? Мĕнле йăхран?" ятлă презентаци пăхрĕç. Алтай чĕлхисен йышне хăшĕсем кĕнине тишкерчĕç, хурăнташлисен пĕрпеклĕхĕпе уйрăмлăхне тĕпчерĕç. Тĕп Азирен пуçласа Атăлçи Пăлхар таран çитнĕ несĕлĕмĕрсен çул-йĕрĕпе паллашрĕç.
6 класра чăваш литературипе "Ф.П.Решетниковăн "Каллех "иккĕ" картинипе уçă урок иртрĕ. Ачасем унти ĕç-пулăма хак пачĕç, сăнарсене тишкерчĕç, пĕр-пĕринпе танлаштарчĕç. Вĕренекенсен кăмăлне уйрăмах урока пĕтĕмлетсе "Ералаш" пăхни çĕклерĕ.
7 класра вĕренекенсем "асанне арчинчи" çăмха сỹтĕлнĕ май, ваттисен сăмахĕсемпе паллашрĕç. Вĕсем кашнийĕшĕ тĕп-тĕрĕс те тарăн шухăшлă пулнине çирĕплетрĕç. Ăна "Ăс-хакăл çăмхи" ят пачĕç.
8 класс ачисем "Янра, янра, тăван чĕлхем!" темăпа вулакансен конкурсне йĕркелерĕç. "Вĕçĕ-хĕррисĕр Раççей çĕрĕнче миçе пин юхан шыв-ши? Шăнкăр-шăнкăр шывсем хушшинче чи илемлĕ сасли хăшĕ-ши?" - текен сăвă йĕркисемпе пуçларĕç ачасем ăна.
9 класра "Ăс-хакăл вучахĕ" ятпа класс тулашĕнчи ĕç иртрĕ. Вĕрентекенпе пĕрле ачасем паллă çынсем тăван чĕлхе çинчен каланă цитатăсемпе паллашрĕç. Кăмăла кайнисене сỹтсе яврĕç, çыра-çыра илчĕç.
11 класра вара И.Я.Яковлев чăваш çырулăхĕшĕн, наци чĕлхи аталанăвĕшĕн, халăх культуришĕн пысăк ĕç туни, нумай вăй хуни çинчен калаçу иртрĕ.
10 класра вĕренекенсем ушкăнпа "Тăван чĕлхе - чăваш чĕлхи" ăслав сочиненийĕ çырчĕç. "Эпир вырăсла та, чăвашла та калаçма-çырма пĕлетпĕр, ют чĕлхесене те вĕренме тăрăшатпăр. Хăш-пĕр чăваш çемйинчех "мама, "папа" тени пăшăрхантарать, пире "атте", "анне" теме вĕрентнĕ. Пирĕн чăвашах пулас килет. Тăван чĕлхене хисеплесси хамăртанах килет",- тесе çырчĕç вĕренекенсем. Апла пулсан тăван чĕлхемĕр малалла та янăрасса шанас килет.
К. СЕЛИВЕРСТРОВА, 10 класра вĕренекен.