Темиçе те лартма юрать

Категория: Публикации Опубликовано: 26.03.2021, 10:57 Просмотров: 172

Чиркỹре миçе çурта лартма юрать? Вĕсене ăçта тата мĕнле йĕркепе çутмалла? Мĕн каламалла?

А. ДМИТРИЕВА.

Ыйтусене Вениамин ПЕГАСОВ протоиерей хуравлать:

Турă çуртĕнче турăшсемпе çветтуйсем патне кирек миçе çурта та лартма юрать. Ятарласа палăртнă виçе çук. Малтан Иисус Христос, Турă Амăшĕ тата Тĕлĕнтермĕш ĕçсем тăвакан Николай çветтуй патне, кайран вилнисемшĕн çутмалла. Çемьере е тăвансен хушшинче чирлекен пулсан Пантелеймон çветтуй тата Час пулăшакан Турă амăшĕн турăшĕ патне çурта лартмалла. Йывăрлăха кĕрсе ỹкнисемшĕн, суд тенкелĕ çине ларнисемшĕн Николай çветтуй турăшĕн умĕнче çутмалла. Турăш умне пырсан икĕ хутчен хĕрес хывмалла, унтан чуптумалла. Çавăн хыççăн тин çурта лартмалла. Унтан пĕр хутчен хĕрес хывмалла. Турăран, Турă Амăшĕнчен, çветтуйсенчен ыйтмалла. Йывăр чухне пулăшу ыйтма кăна чиркĕве çỹремелле мар, лайăх чухне те Турра тав туса çурта лартма каймалла. "Эй, Турă тав тăватăп", "Мухтав сана, Туррăмăр!" - темелле.

Хĕвел тухăç енче пулмалла

Çуртра Турă кĕтесĕ хăш енче, хăш вырăнта пулмалла? Кашни пỹлĕмрех кирлĕ-и? Турăшсене мĕнле йĕркепе вырнаçтармалла?

 Г. СМИРНОВА

 Турăш кĕтесĕ хĕвел тухăç енче пулать. Кашни пỹлĕмрех - залра, çывăрмалли пỹлĕмре тата кухньăра - тусан та аван. Кухньăра çаксан апат çиес умĕн сăхсăхма меллĕ. Турăш кĕтесĕнче тĕп вырăнта - Иисус Христосăн, сылтăм енне Турă Амăшĕн, сулахай енне Николай çветтуйăн турăшĕсене лартмалла. Аса илтеретĕп: турăшсене сунтăхра хупса усрамалла мар, тĕрлен ал шăллисемпе карса хупласа хуни те вырăнсăр. Вĕсене уçă вырăнта, тасалăхра тытмалла. Тусанне тăтăш шăлмалла. Ал шăллисене çуса якатса çакмалла. Турăшсене тытнă чухне сăхсăхмалла, каçару ыйтмалла.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика