Республика шайĕнче кĕçĕн классенче вĕренекенсен математикăпа, вырăс чĕлхипе, литература вулавĕпе, тăван тавралăхпа интеллектуаллă вăййисем иртрĕç. Вĕсене 4 классене çỹрекенсем хутшăнчĕç. Пурĕ 500е яхăн ача явăçрĕ.
Çитĕнекен ăрăвăн тĕп предметсене тарăннăн алла илнине çирĕплетмелле пулчĕ. Çивĕч пĕлỹлĕхĕ, васкавлăн шутласа илме пултарни, тĕрĕс пĕтĕмлетỹ тума пĕлни малта тăчĕ. Вăйăсене хутшăнни асра юлакан çăлкуçсем çуратрĕ, портфолиона пуянлатма пулăшрĕ.
Тупăшăва Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 4 а класра вĕренекен 5 ача явăçрĕ. Александр Никифоров математикăпа, Денис Кузнецов тăван тавралăхпа, Елизавета Кубикова литература вулавĕпе, Регина Селиванова чăваш чĕлхипе çĕнтерỹçĕ, Вероника Каклимова вырăс чĕлхипе призер пулчĕç. Вĕренекенсен наставникĕ - Светлана Урукова.
С. СЕРГЕЕВА
Ноябрь 2024 |