ÇУРКУННЕХИ илем чылайăшне хăйĕн асамлăхĕпе тыткăнлатать, вăй хушать. Йывăç-курăк чĕрĕлнĕ, çут çанталăк ешĕл тум тăхăннă тапхăрта чĕвĕлти сассипе юррине шăрантаракан шăнкăрчсем çеç пире мĕн чухлĕ киленĕç парнелемеççĕ-ши! Хальхи вăхăтра волонтерсемпе шкул ачисем кăнтăртан вĕçсе килекен çунатлă туссем валли йăвасем тăваççĕ. Хăшĕ-пĕри вĕсене вырнаçтарма та ĕлкĕрнĕ. Эсир вара кайăксене кĕтсе илме хатĕр-и?
Ноябрь 2024 |