ÇАК сăмахсене Туçара пурăнакан ĕçпе спортăн хисеплĕ ветеранĕ Валерий Салмин яланхи пекех хăпартланса каларĕ. Саккăрмĕш теçеткене ваклакан "Авангард" хаçатăн тусĕ çулне кура мар общество пурнăçĕнче хăйĕн хастарлăхĕпе савăнтарсах тăрать. Хальхи вăхăтра коронавирус чирĕнчен сыхланас тĕллевпе организма тĕреклетме, иммунитета вăйлатма прививка тума май пулнине Валерий Иванович ырлать. Темиçе кун каялла çеç вăл хăй ирĕкĕпе Патăрьелĕнчи тĕп больницăна кайса çак чиртен асăрханма май паракан укола тутарнă. "Манăн йышăну ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пултăр. Прививка тутарни мана сывă пурнăç йĕркине малалла та хавхаланса пурнăçлама, обществăшăн пархатарлă ĕç тума, творчествăра палăртнă плансене пурнăçлама çеç пулăшĕ",- тет вăл.
Сăмах май каласан, районти тĕп больницăн инфекци уйрăмĕн заведующийĕ Антонина Чернова хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, мартăн 31-мĕшĕ тĕлне Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан 911 çын коронавирус чирĕнчен хỹтĕленсе прививка тутарнă.