Кушак çури

Категория: Публикации Опубликовано: 06.04.2021, 10:08 Просмотров: 373

Юлашки троллейбуса ĕлкĕрес тесе чарăну вырăнне васкаса тухрăм та «мăйракаллине» кĕтме тытăнтăм. Никам та çук. Айккинче кушак çури мяуклатни çеç илтĕнет. Чунра темскер пăчăртансах килчĕ. Тăнăçемĕн троллейбус чарăнăвне пĕр самай çулланнă мăшăр, тепĕртакран тата пĕр вăтăрсенчи çамрăк арçын пырса тăчĕç. Пурте ларса кайма чăтăмсăррăн кĕтетпĕр…

Тем вăхăтран тĕттĕмри карта çумĕнчен кушак çури уйрăлчĕ те эпир тăракан чарăну еннелле майĕпен нăйкăшса килчĕ. Эпир те çул çинелле пăхма пăрахсах пĕчĕк чĕр чун çынсем патне хăюсăр, асăрханса утса пынине куç хĕррипе сăнатпăр.

Часах троллейбус çитсе чарăнчĕ. Эпĕ кăшт маларах, ыттисем ман хыççăн транспорта кĕрсе ларчĕç. Чарăнура мĕн пулнине кĕçех манса та кайрăм темелле. Кушак çури маншăн таçта аякка тăрса юлнăн туйăнчĕ. Мана вара урăх шухăшсем тыткăна илчĕç. Троллейбус васкамасăр хăй çулĕпе пырать.

Çапла сисмерĕм те, салонта тăрук, каллех, кушак çури вăйсăррăн нăйкăшни илтĕнсе кайрĕ. Тĕлленмест-ши мана ку чĕрĕ чун сасси тесе пуçа иккĕлентерсе сулласа илтĕм. Чарăнура пĕрле тăнă çамрăк арçын юнашар пырса ларчĕ. Хĕвĕнче – пĕчĕк кушак çури. Çак çамрăк пĕтĕм кăмăлтан кушак çурине ачашласа йăпатать. Лешĕ хÿтлĕх тупнă еккипе сассине татах та вăйлатать. Пĕрле ларса пынă май малтан кушак çурине илменшĕн хама хам ÿпкелерĕм, çавăнтах тата килте кушак та, йытă та пуррине аса илсе лăплантăм. ЫРĂЛĂХ кашни çынрах пур-çке. Ҫак çамрăкăн таса ЧУНЛĂХĔ вара манăн кăмăла пушшех ăшăтса ячĕ. Самантрах маншăн йĕри-тавралăх тата илемленсе кайрĕ.

Çамрăк вăрах ларса пымарĕ, кĕçех троллейбусран тухса юлчĕ. Эппин, кушак çурине çăлăнăç парса хăй валли киленĕç тупрĕ-тĕр.  „Ҫак ҫыннăн çывăх çыннисем те телейлĕ пулччăр!“ –  эпĕ  шухăша çапла тĕвĕлерĕм.

Юрий Исаев.

 Нăрваш Шăхаль ялě.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика