Садри ĕçсем

Категория: Публикации Опубликовано: 06.04.2021, 11:34 Просмотров: 339

Тĕрлĕ чир-чĕре пĕтермешкĕн папкасем çурăличчен улмуççисене нитрафен шĕвекĕпе (10 литр шыв çине 300 грамм) сирпĕтеççĕ. Йывăç айĕнчи тăпрана мочевина е аммиак селитрин (10 литр шыв çине 800 грамм) шĕвекĕпе йĕпетеççĕ. Папкасем çурăлса çулçă тухма пуçланă вăхăтра йывăçсене бордос шĕвекĕпе (10 литр шыв çине 300 грамм пăхăр купоросĕ, 400 грамм известь) сирпĕтеççĕ.

Чиепе слива йывăçĕсен турачĕсене те папкасенчен çулçă тухма пуçличчен касса тирпейлемелле, вуллисене известь шĕвекĕпе (10 литр шыв çине 2 килограмм известь) шуратмалла. Вулă çывăхĕнчи тăпрана çиелтен кăна кăпкалатмалла.

Хурлăханпа крыжовник тĕмĕсен ватăлса хуралнă тата ытлашши турачĕсене те юр ирĕлсе пĕтичченех касмалла. Юр ирĕлсе пĕтичченех хăмла çырлин иртнĕ çул çырла тунă ватă вуллисене çĕр çумĕнченех касса илмелле. Парка та вăрăм туратсене сыхласа хăвармалла.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика