НĂРВАШ Шăхаль тата Шăнкăртам ял тăрăхĕсен чиккипе шăнкăртатса Пăлана юхса кĕрекен Юхма юхан шыв пĕлтĕртенпе темĕнле сăлтавпа "Шыгырданка" пулса тăнă иккен. Çапла вара Чăвашсен паллă писателĕ Михаил Ильин (Юхма Мишши) хăйĕн литературăри псевдонимĕ вырăнне усă куракан сăмах чăнласах çухалчĕ-ши? (Сăмах май, Юхма Мишши пĕрремĕш хут çак псевдонимпа 1955 çулта "Ялав" журналта пичетленнĕ. Кайран унăн литературăри ячĕ пулса тăнă).
Патăрьелсен авалтан пыракан этносĕпе культурин паллисем - "Юхма пасарĕ", "Юхма урамĕ", "Юхмапа Пăла тăрăхĕ" - текен ытарлă сăмахсем те çĕтĕç-ши? Çакăн пирки Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти учитель-ветеран пăшăрханса хаçат редакцине шăнкăравларĕ. Педагога кун пирки вĕренекенсене мĕнле ăнлантармалли те канăçсăрлантарать. Ят улшăнасси çапларах пулса тухнă иккен. Пĕлтĕр ялти çула тирпейленĕ вăхăтра строительсем Пăла юппин ятне тытнă та улăштарса çырса çапнă-мĕн. Кам ыйтнипе тата мĕнле сăлтавпа районăн топономика карттине çырăннă, 13-15 çухрăма тăсăлакан юхан шыва урăх ят панă? Çакă, паллах, пурне те шухăшлаттарать.
Ноябрь 2024 |