РАЙОНТИ пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх иртнĕ эрнере Шăнкăртамри уйрăм хуçалăхра пушар тухнă. Инкекĕн сăлтавĕ - юсавсăр электропроводка. Вут-кăвар мунча çумĕнчи хуралтăран амаланса хыпса илнĕ. Юрать-ха инкеке вăхăтра парăнтарнă, ăна сарăлма паман.
"01" служба сотрудникĕсем шута илнĕ пушарсенчен чылайăшĕ çỹлерех асăннă сăлтавпа пулаççĕ, кил хуçисем пысăк тăкак тỹсеççĕ. Çавăнпа та электропроводкăсене вăхăтран-вăхăта сăнасах, пăхсах тăмалла. Кирлĕ пулсан çĕннипе улăштармалла.
Ноябрь 2024 |