РАÇÇЕЙРЕ тăшман сывлăшран тапăнасран хỹтĕлекен çарсене пĕр ĕмĕр каялла туса хунă. Çỹлте вĕçекен аппаратсене пеме тăватă тупăллă уйрăм çăмăл батарейăсем йĕркеленĕ. Кайран вĕсенчен хăватлă ПВО çарĕсем пулса кайнă. Паян зениткăпа ракета ушкăнĕсем, истребитель авиацийĕ, радиотехника подразделенийĕсем пурте Сывлăш-космос хỹтĕлевĕн çарĕсене кĕреççĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çак мухтавлă ПВО речĕсенче çар тивĕçне пурнăçланă хастарсем пайтах. Вĕсен районти пĕрлĕхĕ те пур. Ултă çул каялла Патăрьелĕнчи Арбат лапамĕнче вĕсем хăйсен укçипе палăк та туса лартрĕç. Çитес вырсарникун, апрелĕн 11-мĕшĕнче ПВО çарĕсен ветеранĕсем çав вырăна 10 сехет тĕлне пуçтарăнаççĕ, уяв ячĕпе митинг ирттереççĕ, аса илỹпе паллаштараççĕ, уйрăм хастарсене медальсем тата Хисеп хучĕсем парса чыслаççĕ.
Ноябрь 2024 |