Шыв-шур тапхăрĕ пăтăрмахсăр ирттĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 09.04.2021, 09:52 Просмотров: 316

Район администрацийĕн ларусен залĕнче районта шыв-шур ыйтăвĕпе тата чрезвычайлă лару-тăрăва, пушар хăрушлăхне сирес тĕлĕшпе тимлекен комиссисен пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ - районти чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе ĕçлекен комисси председателĕ Рудольф Селиванов ертсе пынă.

Лару ĕçне Раççей МЧСĕн Тĕп управленийĕн Чăваш Республикинчи начальникĕн çумĕ - гражданла оборона тата халăх хỹтĕлевĕн управлени начальникĕ Юрий Антонов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕпе çыхăннă районти служба ертỹçисем, комисси членĕсем хутшăннă.

 Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа - 2021 çулхи шыв-шур тапхăрĕнче районта пурнăçласа пыракан мероприятисем пирки - район администрацийĕн ятарлă программăсен пай начальникĕ Григорий Каллин тухса калаçнă. Нăрваш Шăхаль, Пикшик ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, Туçа, Первомайски ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен çумĕсем çурхи шыв сарăлса инкек кăтартасран вырăнсенче туса ирттернĕ ĕçсем пирки отчетсем тунă.

 - Ейỹ сарăлса çынсене хур ан кăтарттăр тесен малашне те халăхпа, уйрăмах Пăла юхан шывĕпе юнашар пурăнакансемпе ăнлантару ĕçĕсем ирттермелле. Çак ĕçе обществăлла организацисене, волонтерсене, старостăсене те явăçтармалла,- тенĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов вырăнта шыв-шур сарăлса инкек кăтартассипе çыхăннă ыйтусене çивĕчлетсе.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика