ИРТНĔ эрнере, апрелĕн 7-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери сывлăх кунĕнче «Пурнăç енне - 10000 утăм» акцие хутшăнса Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем те çухрăм хыççăн çухрăм хыçа хăварчĕç. Анчах çакна та палăртса хăварас килет. Çак ырă пулăма акци вăхăтĕнче çеç мар, куллен усă курсан çеç ĕмĕре вăрăмлатма та, сывлăха çирĕплетме те пулĕ. Ку тĕлĕшпе Патăрьелĕнче пурăнакан В.Попов ĕç ветеранĕ ыттисемшĕн ырă тĕслĕхлĕ. Василий Иванович çанталăка пăхмасăр, çулне шута илмесĕр кашни каçах икĕ патакпа утма тухать.
Ноябрь 2024 |