Çак кунсенче районта ĕçлĕ çул çỹревпе Чăваш Республикин промышленность тата энергетика министрĕ Евгений Герасимов пулнă.
Вăл çавра сĕтел хушшинче район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тата «МРСК Волги» - «Чăвашэнерго» филиалăн электричество сечĕсен Кăнтăр производство уйрăмĕн, «Чăваш энерги сутакан компани» пĕрлешĕвĕн районсем хушшинчи Патăрьелĕнчи уйрăмĕн, «Батыревская» çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ертỹçисемпе тĕл пулнă, çак сферăсенчи лару-тăрăва сỹтсе явнă. Ун хыççăн Е. Герасимов Ыхра Çырминче тума палăртнă агропарк территорийĕнче пулса курнă.
- Ял çыннисемшĕн агропарк питĕ кирлĕ объект. Паяна ăна валли 20 гектар çĕр уйăрнă. Вăл производствăпа коммерци объекчĕсем вырнаçнă нумай отрасльлĕ центр пулмалла. Унăн никĕсĕнче промышленность лапамне, пахча çимĕçе, аш-какайпа сĕт-çу юр-варне, пулăсене тирпейлесе тултарса сутмалли цехсем тума палăртатпăр. Çавăн пекех тыр-пул, улма-çырла управĕсем, складсем, морозильниксем, офиссем, кафе, суту-илỹпе курав лапамĕ, хăна çурчĕ те пулĕç, - тенĕ Рудольф Селиванов малашлăхри тĕллевсемпе паллаштарнă май.
Инвестици лапамĕ географи тĕлĕшĕнчен те питĕ лайăх вырăнта. Инçех мар «Çĕрпỹ - Сызрань» федераци, «Çĕрпỹ- Сызрань - Яманчурел» тата «Елчĕк – Патăрьел- Калинино» республика шайĕнчи трассăсем иртеççĕ, Канаш, Хусан, Шупашкар, Ульяновск хулисене те çитме май пур.
Е. Герасимов министр проекта пурнăçа кĕртме ăнăçу суннă.
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2024 |