Ака акмасăр иртместех

Категория: Публикации Опубликовано: 13.04.2021, 09:45 Просмотров: 289

Кăçал çур аки пĕлтĕрхипе танлаштарсан чылай каярах юлса килет. 2020 çулта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене апрелĕн тăваттăмĕшĕнче акма тухнăччĕ. Нумай çул ỹсекен курăксене сỹрелеме мартăн 30-мĕшĕнче «Исток» çĕр ĕç фирми, кĕрхисене апатлантарма мартăн 31-мĕшĕнче «Батыревский» пĕрлешỹ пуçăннăччĕ. Каçсерен шăнтса тăнăран паяна ку ĕçсенчен пĕрне те пуçăнман-ха. Çут çанталăк ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсене яваплă тапхăра хатĕрленме тата ытларах майсем туса пачĕ. Хальхи вăхăтра çĕр ĕçченĕсем техникăна юсаççĕ, вăрлăхсене çĕнетеççĕ, минераллă удобренисем турттараççĕ.

Ятарлă комисси апрелĕн 1-мĕшĕнчен шăпах тракторсемпе кăкарса çỹремелли агрегатсен юсавлăхне, кĕлетсенчи вăрлăхсен пахалăхне тĕрĕслеме пикенчĕ. «Батыревский», «Исток», «Корма», «Красное Знамя», «Труд» хуçалăхсенче акана паян тесен паян тухма пултараççĕ. Сăмах май, çакна та палăртса хăварас килет: çулталăк пуçланнăранпа районĕпе 50 çĕнĕ трактор туяннă. Пĕтĕмĕшле вара «хурçă утсен» шучĕ иртнĕ çулхинчен 70 единица ỹснĕ. Туяннă техникăн 40 процентне субсидилени парксене çĕнетме, киввисене хăватлă та энергие перекетлекеннисемпе улăштарма май парать.

Тыр-пул вăрлăхне ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем 3546,4 тонна хатĕрленĕ. Ку кирлинчен 6 процент ытларах. 100 проценчĕпех кондициллĕ. Вĕсенчен 1,5 проценчĕ - суперэлита, 38,7 - элита, 1-4 репродукциллисем - 54, пахалăхсăррисем 5,8 процент шутланать.

Тухăçăн 50 проценчĕ вăрлăхран килнине палăртаççĕ агрономсем, çакна шута илсе хуçалăхсем юлашки çулсенче ăна пысăкрах пахалăхлисемпе çĕнетессипе ытларах та ытларах ĕçлеме пикенчĕç. Ĕнерхи куна 946,21 тонна илсе килнĕ, ку ĕç малалла пырать.

Çурхи ĕçсене районта 35135 гектарта ирттерме планланă. Çурхи пĕрчĕллĕ культурăсем 29635 гектар е мĕн пур лаптăкăн 60 процентне, çĕр улми - 1,8, пахча çимĕç - 1,5, выльăх апачĕлĕх валли 33 процент йышăнмалла.

Çурхи кун çулталăк тăрантарать. Çакна шута илсе районта акана кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттерсе яма палăртатпăр, кĕркунне кĕлетсем тулли пуласса шанатпăр.

 В. ЛЬВОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика