Фольклорист, педагог, профессор (2007 ç.), Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн Правительствин «Раççей чунĕ» премийĕн лауреачĕ (2007 ç.) Зинаида Алексеевна Козлова (11.04.1946) 75 çул каялла Патăрьел ялĕнче çуралнă.
З.Козлова – Гнесинсен ячĕллĕ Мускаври музыка училищин тата Л.Собинов ячĕллĕ Саратоври патшалăх консерваторийĕн выпускникĕ.
Самара хулинчи халăх хорĕнче, Чăваш радиопа телевидинийĕн хорĕнче юрланă. 1984 çулта «Нарспи» юрăпа ташă ансамблĕ никĕсĕ çинче «Уяв» ансамбль йĕркелесе янă. 1989-1993 çулсенче Ф.П.Павлов ячĕллĕ Шупашкарти музыка училищинче ĕçленĕ. 1996 çултанпа И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче: доцент, профессор. 1997 çулта музыкăпа педагогика факультечĕн студенчĕсемпе «Юрай» ансамбль йĕркеленĕ.
Унăн пултарулăхĕ пĕтĕмпех тăван халăхăмăрăн йăли-йĕркипе фольклорне аталантарас енĕпе çыхăннă: «Туй», «Аслă вăйă», «Кĕр сăри», «Салтака ăсатни» тата ытти тĕрлĕ уява та вăл тăрăшнипе халăх патне çитерме пултарнă. Çавăн пекех репертуара пуянлатас тĕллевпе чăвашсем йышлă пурăнакан регионсене халăх сăмахлăхне çырса илес тесе экспедицисем йĕркеленинче унăн тỹпи пысăк.
(«Çулталăк кĕнекинчен»)
Ноябрь 2024 |