Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта йăлана кĕнĕ шашка-шахмат турнирĕ иртнĕ. Кăçалхипе вăл вуннăмĕш хут пулнă. Ăна кунта учительте ĕçленĕ Азам Шейхутдинович Шарафутдинова асра тытса йĕркеленĕ. Шашкăлла вылякансенчен Тикешри Владислав Антонов пĕрремĕш, Тутар Сăкăтĕнчи Талгать Абянов иккĕмĕш, Патăрьелĕнчи Николай Федоров виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Çивĕч тупăшура шахматистсенчен Патăрьелĕнчи Николай Гранатский çĕнтернĕ. Иккĕмĕш вырăна Ульяновскинчи Вячеслав Чугунов, виççĕмĕшне Сăкăтри Анатолий Тинюков тухнă.
Малти вырăнсене йышăннисем парнесене, медальсене, грамотăсене тивĕçнĕ.
Ноябрь 2024 |