Çĕр çинчи пурнăçа тирпейлĕн тытса пырасси никамшăн та çăмăл мар. Çак кунсенче 90 çул тултарнă Вениамин Сергеевич Ергунов шăпа ăна пуçран ачашламан пулсан та унпа çырлахнине пĕлтерчĕ. «Турă çырнинчен иртеймĕн...»,- терĕ ватă хыçа черетленсе юлнă тăхăр теçетке çула хак парса.
Первомайски тăрăхĕнче пурăнакансенчен В. Ергунова палламан-пĕлмен çын та сахал пулĕ. Хăйĕнчен кĕçĕнреххисем ăна Веня тете теççĕ, тантăшсемпе аслăрах çулхисем ашшĕ ячĕпе хисеплесе чĕнеççĕ Вениамин Сергеевич. 48 çул «Рассвет» колхозра водительте тăрăшнă хастар таврари ялсене автомашина çăмăллăхĕпе ырă туман çын юлман-тăр. Каншелĕнче пурăнакан тыл хастарĕ, ĕç ветеранĕ 12 çултах аслисемпе тан колхозри пысăк ĕçсене явăçнă. Пĕчĕк чухнех техникăна юратнăран, арçын ача вăрçă кĕрленĕ çулсенчех автомашина рулĕ умне ларнă. Ун чухне ялта вăйпитти арçынсемпе пĕве кĕнĕ каччăсем пурте Тăван çĕршыва тăшмантан хỹтĕлеме кайнă. Хуçалăхри мĕн пур йывăр ĕç Веня евĕр çамрăк ачасемпе ватăсем çине тиеннĕ.
1943 çултан В. Ергуновăн ĕç стажĕ пуçланнă. Вăл юратнă профессийĕпе 48 çул чун-чĕререн парăнса ĕçленĕ. Çур ĕмĕре яхăн - руль умĕнче! Çак сахал мар тапхăрта Первомайскинчи крахмал заводĕнче те, çак ялти АТПра та, колхозра та ĕçленĕ. Яланах тăрăшулăхпа, тỹрĕ чунлăхпа, ĕçченлĕхпе палăрнă вăл. Ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулнă.
- Хăйĕн телейне ĕçре тупнă çын яланах хавхаланса пурăнать. Эпĕ те çаплах. 48 çул хушшинче автомашинăпа рейса тухнă çухрăмсене пĕрлештерсен тĕнчене те çаврăнма пулать-тĕр. Хуçалăх ĕçĕпе аякри çула та кайнă, вырăнта та вăй хунă. Çумăр çăвать е çил-тăман-_ нихăçан та ăна уяса тăман. Тĕрĕссипе икĕ çул каялла, 88 çул тултарсан çеç руль умне ларма пăрахрăм,_ каласа парать хисеплĕ ĕç ветеранĕ.
Вениамин Сергеевичпа Ольга Карповна паян килĕшỹпе те ăнланупа 42 çул пĕрле пурăнаççĕ. Çемье пуçлăхĕ мăшăрĕ умĕнче паян çĕре çити пуç тайма та хатĕр. Малтанхи арăмĕ 21 çул пĕрле пурăнса çĕре кĕнĕ хыççăн пĕрлешнĕ вĕсем. Çемье пуçлăхĕ виçĕ ачапа пĕччен тăрса юлнă. Телее, Турă ăна ĕçчен те ырă кăмăллă çак хĕрарăма парнеленĕ. Паян вĕсем Леонид ывăлĕпе тата Ирина кинĕпе пĕр чĕлхе тупса пурăнаççĕ. Хисеплĕ ватăна ултă мăнук, мăнукĕн ултă ачи савăнăç кỹрет. Ергуновсен çемйи паян тулăх пурнăçпа, ырă кăмăл-шухăшпа, кашни кунпа кăмăлтан киленсе пурăнать. Çапла пулма вĕсене чăн малтанах çемьере ватă çынсем хисепре пулни, çамрăксем аслисене итлени çул уçса пырать.
А. ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |