Тирпейсĕрлĕх хăçанччен тăсăлĕ-ши?

Категория: Публикации Опубликовано: 21.04.2021, 11:38 Просмотров: 260

 Патăрьелĕнчи Чапаев урамĕнчи 24-мĕш пỹрт хыçĕнчи çỹп-çап пирки çулленех хаçат страницинче пичетлетпĕр, сăн ỹкерчĕкпе те кăларатпăр. Шел пулин те, улшăнусем тимĕр шапа утăмĕпе çеç пулаççĕ. Маларахри çулсенче ăпăр-тапăр купапах выртатчĕ. Пĕлтĕр ăна тасатан пекки турĕç, анчах çиелтен çеç пурнăçларĕç. Кăçал та кунта тем те пĕр выртать: эрех-сăра кĕленчисенчен пуçласа сок савăчĕсем, çатăрка пакетсем таранах.

Пỹрт автовокзалтан инçех мар вырнаçнăран килен-каян та çак тасамарлăха курса тĕлĕнни каламасăрах паллă. Йĕркесĕрлĕх тата хăçанччен тăсăлĕ-ши? Çуртра никам та пурăнмасть, анчах унăн хуçи пур. Çакăнти çỹп-çапа курмассерен пичĕ те хĕрелмест-ши?

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика