Типĕ курăка ан çунтарăр!

Категория: Публикации Опубликовано: 21.04.2021, 11:47 Просмотров: 188

 ÇАНТАЛĂК ăшăтса пынă май çынсем тавралăха тирпейлеççĕ, хăшĕсем тата типĕ курăка çунтараççĕ, çут çанталăкра канса кăвайт чĕртекенсем те пур. Кирек мĕнле пулсан та пурин те пушар хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалла, торфлă çĕр çинче, йывăç хуралтăсем çывăхĕнче (50 метртан кая пулмалла мар) нимĕн те çунтарма юрамасть. Çакăн пирки ЧР Çут çанталăк министерствин «Шăмăршă вăрман хуçалăхĕ» учреждени директорĕ А.Цыганов çирĕп асăрхаттарса калать, инкек сиксе тухсан 8(83546) 2-35-81, 8 (8352) 40-24-00, 8-800-100-94-00 телефонсемпе шăнкăравлама ыйтать.

Аса илтеретпĕр: пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнман граждансене 2-3 пин, должноçрисене 150-200 пин тенкĕ штраф параççĕ. Канмалли кунсенче районти пушар надзорĕн сотрудникĕсем 4 протокол çырнă. Çĕньялта вара çỹп-çап тата типĕ курăк купине çунтарнă чухне мунчине те тивсе илнĕ, пушар тухнă.

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика