Апрелĕн 17-мĕшĕнче районта пĕрчĕллĕ культурăсене акма тытăнчĕç. «Красное Знамя» ял хуçалăх кооперативĕ, «Исток» çĕр ĕç фирми, Алманчăри А. Петров фермерăн техники хире чи малтан тухрĕç. Сăмах май, хуçалăхсем апрелĕн 15-мĕшĕнче сỹрелеме пуçăннăччĕ. Вĕсем урпа тата пĕр çул ỹсекен курăксен вăрлăхĕсене никĕсе хываççĕ.
Çĕр пиçсе пынă май «Батыревский», «Труд», «Шанс» хуçалăхсен тракторĕсем те уйра ĕçлеççĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов тата унăн çумĕ, экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов акана тухнă хуçалăхсене çитсе курчĕç. Рудольф Васильевич яваплă тапхăра кĕске вăхăтра тата пахалăхлă, инкексĕр, техника хăрушсăрлăхне пăхăнса ирттерсе яма сунчĕ.
Апрелĕн 19-мĕшĕ тĕлне кĕрхи çĕртмене районĕпе 270 гектар культиваци тунă, 1873 гектар сỹреле- нĕ. Урпа - 180, тулă 60 гектар акнă.
Ноябрь 2024 |