Алена Тарасова - «Автоледи-2021» конкурс çĕнтерỹçи

Категория: Публикации Опубликовано: 23.04.2021, 10:50 Просмотров: 178

ПАЯН хĕрсемпе ача амăшĕсене час-часах руль умĕнче асăрхама пулать. «Тимĕр ут» хуçисем инçе çула та тухаççĕ, автомашинăпах ĕçе те çỹреççĕ. Темиçе çул каялла чипер майрасем арçынсем пекех техникăна парăнтарнине йышăнма йывăрччĕ. Халĕ вара çакă кулленхи хăнăху та пулса кайрĕ. Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче йĕркеленĕ «Автоледи - 2021» шоу-конкурс та çакнах çирĕплетсе пачĕ. Сцена çине тухнă ултă пике-водительтен пурин те опыт çителĕклĕ. Тупăшура вара вĕсем хăйсене тĕрлĕ енлĕ кăтартнă: хăйĕнпе, автомашинипе паллаштарни, çул-йĕр правилине пĕлни, творчество пултарулăхне кăтартни тата ытти те. Автоледисем пĕринчен тепри ăста та пултаруллă пулнине палăртнă жюри. Çапах та чи нумай балл пуçтарса «Автоледи - 2021» ята Алена Тарасова тивĕçнĕ. Вăл вунă çула яхăн автомашинăпа çỹрет.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика