ПАТШАЛĂХ умĕнчи кирек мĕнле парăмшăн та саккунпа явап тытма тивет. Унтан тарса та, пытанса та хăтăлаймăн. Енчен те эсир унăн суммине пĕлместĕр пулсан, патшалăх çăмăллăхĕсем паракан порталти «Хăвăрăн кабинета», Раççей суд приставĕн официаллă сайтне е «ФССП России» мобильлĕ хушăма (приложение) кĕрсе пăхма пултаратăр. Ку ыйтупа пăшăрхантаракан граждансем пирĕн тăрăхра та сахал мар. Районти аслă суд приставĕ Галина Афки пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна тĕрлĕ йышши налуксемпе 6203 гражданин йĕрке хуралçисен «хура списокĕнче». Çул çитмен ачисемшĕн алимент тỹлемесĕр парăма кĕрсе кайнисем 233-ĕн. Сăмах май каласан, апрелĕн 21-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырура та алиментсене шыраса илес тĕллевпе малашне çирĕп ĕçлемеллине, патшалăх ку тĕлĕшпе çул çитмен ачасене хỹтлĕх панине палăртрĕ.