ТĂВАН çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 76 çул çитиччен шутлă кунсем çеç тăрса юлчĕç. Унччен вара районти ял тăрăхĕсенчи палăксемпе обелисксене йĕркене кĕртеççĕ, вĕсен йĕри-таврашне тирпейлеççĕ, чечексем акаççĕ, йывăçсем лартаççĕ тата ытти те. Ку тĕлĕшпе кашни ялăн хăйĕн ĕç планĕ, тĕллевĕ пур. Палăк - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пирĕн çутă малашлăхшăн ĕмĕрлĕх куç хупнă ентеш-салтакăмăрсене тав туса пуç таймалли пĕртен-пĕр сăваплă вырăн. Çавăнпа та ăна майăн 9-мĕшĕ тĕлне çеç тирпейлемелле мар, палăксене çулталăк тăршшĕпех тимлĕх уйăрса тăмалла.
Сăмах май каласан, паянхи куна районта 46 палăк, 6 мемориал объекчĕ шутланать.
Ноябрь 2024 |