РАÇÇЕЙ Президенчĕн хушăвĕпе иртекен «Асăну сачĕ» («Сад памяти») акцие вăрçăра паттăрлăх кăтартса пуç хунă çынсен ячĕпе йĕркелеççĕ. Çĕршывĕпе 27 миллион йывăç лартасси те çакăнпах çыхăннă. Çак акцие Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ялсем те хастар хутшăнаççĕ. Акă, Алманчăра 80 тĕп хыр, юман тата чăрăш йывăçне лартса хăварнă.
- Хунавсем малашне ял илемĕ пулччăр тесен, вĕсене пĕрлехи вăйпа йăл илме, тымарланса ỹсме пулăшмалла. «Асăну садĕнчи» йывăçсем Алманчă ялĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса пуç хунă ентешсен ячĕпе кашласа ỹсчĕр, - терĕç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Киргизов тата район администрацийĕн вĕрентỹ управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова субботника хутшăннă май.
Ноябрь 2024 |