Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин иртнĕ эрнекун 2021 çулхи май уйăхĕнчи уявсем хушшинчи ĕçлемелле мар кунсем пирки калакан указ кăларчĕ. Документа Кремль сайтĕнче пичетленĕ. Çапла май уйăхĕнче кану кунĕсен тапхăрĕ вăрăм-_ майăн 1-10-мĕшĕсем.
«Майăн 4-7-мĕшĕсене ĕç укçи сыхланса юлакан ĕçлемелле мар кунсем тесе çирĕплетес»,-тенĕ указра. Влаç органĕсене тата организацисене майăн 1-10-мĕшĕсенче ĕçлекенсен шутне палăртма хушнă.
Документра палăртнă тăрăх, çак мерăна çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ сарăласран асăрханса тата Раççей Федерацийĕн гражданĕсен сывлăхне çирĕплетме тесе йышăннă.
Май уйăхĕнчи уяв кану кунĕсем кăçал 1-3-мĕшĕсенче (Çуркунне тата Ĕç уявĕпе çыхăннă) тата 8-10-мĕшĕсенче (Çĕнтерỹ кунĕпе çыхăннă).
Май уйăхĕнчи уяв кану кунĕсем хушшинчи кунсене те ĕçлемелле мар кунсем тăвас сĕнỹпе Роспотребнадзор пуçлăхĕ Анна Попова тухнă. Вăл каланă тăрăх, кун пек туни эпидемиологи лару-тăрăвне стабильлĕ тытса тăма пулăшĕ. Ку ыйтупа вăл маларах Татьяна Голикова вице-премьерпа тата ытти ĕçтешĕпе, çавăн пекех ăсчахсемпе тата врачсемпе канашланă.
Владимир Путин çак сĕнĕве ырласа указ кăларнă. Вăл ĕçтешĕсене те вирусологсемпе специалистсен сĕнĕвĕсене шута хума ыйтса каланă.
(ТАСС.).
Ноябрь 2024 |