Туçари вăтам шкулăн 7-10 класĕсенче вĕренекенĕсем Чăваш чĕлхи эрнинче Улькка Эльмен çырнă "Сарă кĕпе" повеçĕпе вулав конференцийĕ ирттерчĕç. Хайлаври ĕçсем хальхи пурнăçра пулса иртеççĕ. Вунпĕрмĕш класра вĕренекен Дашăн чĕринче кĕтмен çĕртен юрату туйăмĕ çуралать. Уншăн савăнмалла ĕнтĕ, анчах хĕре чухăн пурăнни тарăхтарать. Темле майпа хăвăрт пуйнă çынсен ачисем сăпайлăскере пĕрмай ура хураççĕ, элек сараççĕ. Кĕтмен инкек килсе çапас хăрушлăх тăрать...
"Пуянлăхра та, чухăнлăхра та çынлăха çухатмалла мар",- тет автор. Тĕрлĕ ыйту хускатрĕç вĕренекенсемпе вĕрентекенсем. Кашнийĕ хăйĕн шухăшне каларĕ. Повеçе аслă классенче вĕренекенсем валли çырнă пулсан та çитĕннисене пырса тивекен ыйту та пайтах унта.
Пурнăçра пĕчĕк пулăмсем те пысăк инкек патне илсе çитерме пултараççĕ. Темĕнле йывăр ыйтăва та татса пама май пур. Этемĕн пурнăçра виçĕ хуйхă пулать: чи çывăх çын вилсен, сиплеме май çук чирпе чирлесен, хăвăн хыççăн ăру хăвараймасан. Ыттисемшĕн йĕрсе ларма кирлĕ мар, малалла талпăнмалла, йывăрлăхпа кĕрешмелле текен пĕтĕмлетỹпе вĕçленчĕ «Сарă кĕпе» повеçпе йĕркеленĕ вулав конференцийĕ.
Н.ОСИПОВА, И. КОЗЛОВА.
Ноябрь 2024 |