Ытарайми ташшисем, шăнкăрав пек сассисем

Категория: Публикации Опубликовано: 11.05.2021, 10:56 Просмотров: 288

 Районти культурăпа кану центрĕнче кинофильмсенчен тата спектакльсенчен илнĕ инсценировкăллă юрăсен "Вăхăт машини" фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Ăна Раççейри Наукăпа технологи, Чăваш Енри Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхĕн çулталăкĕсене халалланă. Кăçалхипе вăл çиччĕмĕш хут пулчĕ.

Кинофильмсен асамлă тĕнчине юратакансене, сăвă-юрра кăмăллакансене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова саламларĕ.

- Ырă йăлана малалла тăсни кăмăллă. Ĕç хыççăнхи кану кирлех. Кулленхи ыйтусем сцена çинче манăçаççĕ. Хăвна артист пек туятăн. Предприятисемпе организацисенче талантлă çынсем сахал мар пирĕн,- терĕ Светлана Алексеевна.

Сцена çине пĕр коллектив хыççăн тепри тухрĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Майрина, агропромышленность техникумĕн преподавателĕ М. Марфина Хусан тата Сăр хỹтĕлев чикккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне палăртса сăвăсем вуларĕç.

Патăрьелĕнчи "Солнышко", "Центральный", "Василек", "Сказка" ача сачĕсен ĕçченĕсем хăйсен пултарулăхĕсемпе савăнтарчĕç. Ятарласа тум çĕлеттерме те ỹркенмен.

Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕн коллективне те ырăпа палăртмалла. Çамрăкки те, аслăраххи те ташă-юрăра сатур. Техникум ертỹçи А. Логунов, район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова, каçхи шкул ертỹçи О. Паймукова, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Н. Андреева тата ыттисем те пĕрле ĕçлекенсемпе тухрĕç юрлама сцена çине.

Район больницинче вăй хуракансем "пациенчĕсене" те хăварман. Хĕрсен ансамблĕ темиçе саспа чуна пырса тивекен юрăсем шăрантарчĕ.

Централизациленĕ библиотека системинче вăй хуракансем те чăн-чăн артистсем. Халăхпа ĕçлекенсен çак пултарулăх кирлех.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти "Вдохновение" ташă ушкăнĕ куракансен умне çуллен çĕнĕ номерпе тухать. Халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр, "Авангард" хаçат ĕçченĕсем, иккĕмĕш вăтам шкул коллективĕ те тематикăпа çыхăннă юрăсем хатĕрлеççĕ.

Тивĕçлĕ канура пулин те Туçа ялĕнчи В. Салминăн, Вăтаелĕнчи В. Сабаевăн куракан умне тухас хастарлăхĕ чакмасть. Пĕринчен тепри чуна пырса тивмелле шăрантараççĕ коллективсем, ансамбльсем, уйрăм çынсем юрăсене. Артистсенчен кая мар.

Пĕрисене мала хурса теприсене хурлама çук. Жюри членĕсене вĕсен пултарулăхне хаклама çăмăлах та пулмарĕ-тĕр. Гран-прие вара Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти учительсен ансамблĕ çĕнсе илчĕ. Ыттисене çĕнтерỹçĕсен, лауреатсен дипломĕсемпе чысларĕç.

 Мĕн палăртмалла-ха юлашкинчен? Фестивале Патăрьелĕнче вырнаçнă мĕн пур формăллă организацисен, предприятисемпе учрежденисем, уйрăм предпринимательсем те хутшăнасса шаннăччĕ. Анчах яланах пĕрисене курма пулать. Тĕп аптекăра, райпора, почта уйрăмĕнче, пенси фондĕнче, "Русгидро" пĕрлешỹре, банксенче, çар комиссариатĕнче, полици уйрăмĕнче, хупă акционерсен "Батыревский" пĕрлешĕвĕнче, çав шутрах район администрацийĕнче те юрлама-ташлама пĕлекен пĕрер çын та çук-шим? Ытти çулсенче маларах асăннă коллективсен ĕçченĕсене те сцена çинче курман мар. Пысăк йышпа тухса савăнтаратчĕç. Çак çитменлĕхе шута илессе шанасах килет.

Фестиваль программине централизациленĕ клуб çумĕнчи "Ăраскал" ансамбль юрăçисем те пуянлатрĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика